Украинӑри ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем унта хутшӑнакансене май пур таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрлехи пархатарлӑ ӗҫе Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакансем те малтанхи кунсенчен пуҫласах хутшӑнаҫҫӗ. Ара, камӑн ывӑлӗ, камӑн упӑшки, камӑн тӑванӗ е кӳрши Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлет те, епле айккинчен сӑнаса тӑрӑн? Ял ҫыннисем укҫа-тенкӗпе те, ӑшӑ япаласем парса та пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, отпуска килекенсене те пушӑ алӑпа ямаҫҫӗ.
Пӗтӗм ҫӗрти пекех, Ҫӗнӗ Мӑратра та маскировка тетелӗ ҫыхасси аван пырать. Ку ӗҫе Валентина Филиппова, Марина Никифорова хастарсем йӗркелесе, кирлӗ материалсемпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫыхма шкул ачисем те, аслӑрах ҫулсенчисем те кӑмӑлтан хутшӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем салтаксен пурнӑҫне, ҫарти техникӑна сыхласа хӑварма сывлӑш пекех кирлине, ҫакӑ вара ҫӗнтерӗве ҫывхартнине пурте аван ӑнланаҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне ял ҫыннисем пурӗ 9 маскировка сетки ҫыхса хатӗрленӗ, ку ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмсем килти хуҫалӑхра тирпейлесе пӗтерсен кашни пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса сетка ҫыхма утаҫҫӗ. Акӑ, Александрӑпа Елизавета, Роза Басниковасем, Вера Куракова, Валентина Михайлова, Альбинӑпа Елена Шуряшкинасем, Нина Иванова, Елена Павлова тата ыттисем кашни кун тенӗ пек сетка ҫыхма хутшӑнаҫҫӗ. Пархатарлӑ ӗҫ тӑвакансене чӗререн тухакан тав сӑмахӗ калас килет.