Понедельник, 16 сентября

40 ҫул ытла фермӑра

Нумай ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе ӗҫ вырӑнӗ те ылмаштарать, хӑшӗ-пӗри вара мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех пӗр вырӑнта, пӗр ӗҫре вӑй хурать. Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Валентина Алексеевна Максимова (Антонова) — ҫавнашкал ҫынсенчен пӗри. Вӑл 1960 ҫулта ҫак ялтах ҫуралнӑ, ачалӑхӗ те ҫакӑнтах иртнӗ.

Валя ача чухнех выльӑхсене юратнӑ, килти ӗнене те вӑл пӗчӗкренех сума хӑнӑхнӑ. 1977 ҫулта Комсомольскинче 10 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех «Знамя» колхоз ферминче дояркӑра ӗҫлеме тытӑнать. 1981 ҫулта вӑл коммунистсен партийӗн членӗ пулса тӑрать. Валентина Алексеевна Комсомольски район депутачӗ те пулнӑ. Унӑн Хисеп хучӗ нумай, ӗҫчен хӗрарӑм «Чи нумай сӗт сӑвакан» ята та тивӗҫнӗ.

1980 ҫулта Хирти Мӑнтӑр ял каччипе, Николай Максимовпа, ҫемье чӑмӑртанӑ, пӗрле виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, кирлӗ пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Малтанах вӗсем Валентинӑн асламӑшӗн  пӳртӗнче пурӑннӑ. Каярахпа, ура ҫине ҫирӗппӗн тӑрсан, кирпӗчрен ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ, хуралтӑсем купаланӑ.

Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи шкултан вӗренсе тухсан Николай пӗр вӑхӑт киномеханикре вӑй хунӑ, ял ҫыннисене интереслӗ тӗрлӗ фильм кӑтартнӑ. Вӑл вӑхӑтра халӑх клуба питӗ йышлӑ ҫӳренӗ. Салтак тивӗҫне вӑл Германи ҫӗрӗ ҫинче  пурнӑҫланӑ. Хӗсметрен таврӑнсан каччӑ колхозра фермӑра ӗҫлеме тытӑннӑ, скотникре тӑрӑшнӑ. Мускав хулине те чылай ҫул ӗҫлеме ҫӳренӗ вӑл. Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ хыҫҫӑн та «Слава картофелю» агрофирма бригадинче пӗр тапхӑр ӗҫленӗ. Анчах та Коля тете пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ.

Валя аппа халӗ ултӑ мӑнукӗпе, пӗр мӑнмӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Картиш тулли выльӑх- чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк усрать. Юратнӑ ачисемпе мӑнукӗсем ун патне килсех тӑраҫҫӗ, кирлӗ чух яланах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

— Сывлӑх ҫеҫ пултӑрччӗ тата самана лӑплантӑрччӗ, — пӗлтерет хӗрарӑм хӑйӗн шухӑшне, — вара пурӑнма пулать. Тата мӗн кирлӗ пирӗн пурнӑҫра?

Руфина СМИРНОВА.    

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *