Суббота, 7 сентября

Тирпей-илем кӑмӑла ҫӗклет

Тирпей-илем кӑмӑла ҫӗклет

Юлашки вӑхӑтра урамсем хитреленсе, тирпейленсе пыраҫҫӗ, кирлӗ мар япаласем, тирпейсӗр хунӑ материалсем сахалрах курӑнма пуҫларӗҫ. Тасалӑх енӗпе ҫынсен культури ӳсни туйӑнать. Ку ӗҫре ҫӳп-ҫап пуҫтарма контейнер лартмалли 14 площадкӑна туни те чылай пулӑшрӗ. Ҫуллахи тапхӑрта ҫуртсем умӗнче чечексем ешерни кӑмӑла ҫӗклет.

Пирӗн территори уйрӑмӗнче 6 масар. Кашни ҫулах Ҫимӗк умӗн вӗсенче субботниксем  ирттеретпӗр. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне те тирпейлӗ тытатпӑр. Ҫак ӗҫсене ял ҫыннисем хастар хутшӑнаҫҫӗ, туслӑн ӗҫлеҫҫӗ. Чылай ӗҫе йӗркелеме ял старостисем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем яланах халӑх хушшинче, ял ҫыннисен нуши-тертне малтан кураҫҫӗ, администрацине илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явса ӗҫе кӗртме тӑрӑшатпӑр. Пурӗ пирӗн 9 староста, кашни ялта икшер, Тутар Йӑвашкелӗнче  — пӗрре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *