Понедельник, 16 сентября

Тивӗҫлӗ смена ӳстӗр

Тивӗҫлӗ смена ӳстӗр

Октябрӗн 25-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пиллӗкмӗш класра вӗренекен 24 ачана кадета йышӑннине халалласа уяв иртнӗ. Ҫав кун шкулта кадетсен тӑваттӑмӗш класӗ уҫӑлнӑ. Вӗсем кадетсен тӑванлӑхӗ, шкул, Тӑван ҫӗршыв умӗнче тупа тунӑ.

Ҫак паллӑ пулӑмпа ачасене Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсенчи ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Раҫҫей пограничник-ветеранӗсен союзӗн пирӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Геннадий Филиппов,  тинӗс тӑванлӑхӗн председателӗ Евгений Орешкин саламланӑ. Аслӑ юлташӗсем кадетсем тивӗҫлӗ смена пуласса,Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем, пограничниксен ӑрӑвӗн мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсакансем пуласса шаннине пӗлтернӗ.

Ҫавӑн пекех вӗренекенсене шкул директорӗ Ирина Соловьева саламласа ырӑ суннӑ. «Кадет хӑйӗн пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывӑн сӑваплӑ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарать. Уншӑн чыс, тивӗҫлӗх, яваплӑх, дисциплина ӑнлавсем —  пӗрремӗш вырӑнта. Кадетсен лайӑх вӗренме, ҫарпа спорт хатӗрленӗвне пысӑк тимлӗх уйӑрма, яланах пулӑшма хатӗр пулмалла, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пӗлмелле», — палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Ирина Алексеевна.

Тӑван ҫӗршывӑн ҫамрӑк гражданӗсем кадет класӗнче вӗренекенӗн пархатарлӑ та хисеплӗ ятне йышӑнса тӳрӗ кӑмӑллӑ та шанчӑклӑ юлташсем, вӗренӳре тата хӑйсене тыткаланинче тӗслӗх пулма, этемӗн чи лайӑх енӗсене аталантарма сӑмах панӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *