Понедельник, 16 сентября

Пурнӑҫ пуҫарулӑх ҫинче тытӑнса тӑрать

Пурнӑҫ пуҫарулӑх ҫинче тытӑнса тӑрать

Пирӗн тӑрӑхра хӑшпӗр мероприятисемпе ӑмӑртусене ҫулсерен йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Хамӑрӑн мухтавлӑ ентеше В.П.Разумова хисеплесе винтовкӑран перессипе тупӑшусем йӗркелетпӗр. Мӑнкун эрнинче Социализмла Ӗҫ Геройне Леонтий Акчурина асӑнса шашка-шахмат турнирӗ ирттеретпӗр. Чечен вӑрҫинче пуҫне хунӑ Герольд Николаева асӑнса тата ҫав вӑрҫа хутшӑннӑ Александр Соколов ячӗпе мартӑн 8-мӗшӗнче мини-футболла выляҫҫӗ. Август уйӑхӗнче вара пӗртӑван  Андрейпе Алексей Сапожниковсен ячӗпе футбол турнирӗ иртет. Ҫак ӑмӑртусене пурте хапӑл тусах хутшӑнаҫҫӗ.

Пирӗн тӑрӑхран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине 6 арҫын кайнӑ. Хамӑрӑн хӳтӗлевҫӗсене  пулӑшас тӗллевпе  ял ҫыннисем укҫа-тенкӗ, ӑшӑ япаласем пуҫтараҫҫӗ, маскировка  сеткисем ҫыхаҫҫӗ. Ентешсене отпускран ӑсатнӑ чух вара кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр.

Паллах, кирек мӗнле ӗҫе, мероприятие йӗркелеме пире культура ӗҫченӗсем, «Илем» ушкӑн юрӑҫисем, ветерансен совечӗсен ертӳҫисем И.В.Акчурин, М.И.Михайлова, Г.Г.Ракчеев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов питӗ пулӑшаҫҫӗ. Ял-йышпа тата ҫак туслӑ командӑпа эпир тата нумай ырӑ ӗҫ тӑвасса шансах тӑратӑп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *