Понедельник, 20 мая

Ыранхи пирки шухӑшлатпӑр, пуласлӑха пӑхатпӑр

Ыранхи пирки шухӑшлатпӑр, пуласлӑха пӑхатпӑр

Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче кашни эрнерех тӗрлӗ мероприяти пулать. Ку хутӗнче унта тӑтӑш ҫӳрекен тивӗҫлӗ канурисемпе, ӗҫ ветеранӗсемпе «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗн пултарулӑх коллективӗ тӗл пулма кӑмӑл турӗ. Вӑл «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» девизпа иртрӗ.

 «Туслӑх» ансамбле пӗр шухӑшлӑ ҫынсем —– чӑваш культурине, юрри-ташшине, йӑли-йӗркине юратакансем, ал ӗҫ ӑстисем чӑмӑртаннӑ. Сцена ҫине, ҫын умне тухакан уяв тумӗсене те вӗсем хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ.

Акӑ, Валентинӑпа Виталий Хораськинсем хӑйсен аллисемпе тухья, хушпу, масмак тума ӑста. Вӗсене тенкӗсемпе, шӑрҫасемпе илемлетеҫҫӗ. Валентина Николаевна чӑваш тӗррипе тутӑрсем, саппунсем тӗрлет. Тӗлпулура вӗсем чӑваш наци тумӗ авалтан пуҫалса паянхи кунччен мӗнле улшӑнса пыни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Хораськинсем информацие тӗрлӗ литературӑран пухнӑ, ҫавӑн пекех хӑйсен ватӑ тӑванӗсемпе ентешӗсенчен ыйтса пӗлнӗ, мӗн илтни-курнине ҫырса пынӑ.

Центра ҫӳрекенсем наци костюмӗн аталанӑвӗн историне тимлӗн итлерӗҫ, курав валли илсе килнӗ коллекцири пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене — тухьяпа хушпӑва, сурпансене — тӑхӑнса пӑхрӗҫ, ансамбль илемлӗ шӑрантарнӑ халӑх юррисемпе киленчӗҫ.

«Иртнисӗр малашлӑх ҫук», — палӑртрӗҫ  мероприятие хутшӑнакансем, «Туслӑх» ансамбле пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑшӑн тав туса.

«Пирӗн тӗллев — хамӑрӑн культурӑна, пуян йӑла-йӗркене упрасси, вӗсене несӗлсене, пирӗн мӑнуксемпе ачисене парса хӑварасси. Хамӑрӑн тӑсӑма эпир ҫакӑнта куратпӑр»,  — палӑртрӗ ушкӑн ертӳҫи Любовь Шуряшкина.

Ирина САМАРИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *