Суббота, 7 сентября

Пире пулӑшма яланах хатӗр

Райпо пирӗн тӑрӑхри ялсене тӗрлӗ таварсемпе туллин тивӗҫтерекен пӗртен пӗр предприяти пулнӑ. Рынок экономики вӑя кӗрсен те вӑл хӑйӗн хӑватне ҫухатмарӗ. Паянхи кун та унӑн округри кашни ялта тенӗ пекех суту-илӳ точкисем пур. Унта пултаруллӑ ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ.

Потребительсен районти обществине аталантарас тӗлӗшпе чылай ҫын вӑй хунӑ. Паян райпори ветерансен организацийӗнче 250 ҫын ытла шутланса тӑрать. Вӗсем хӑйсен хастар ӗҫӗсемпе пысӑк хисепе тивӗҫнӗ. Нумайӑшне Хисеп грамотисемпе, «Раҫҫейри потребительсен кооперацийӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» паллӑсемпе тата ытти патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Акӑ, Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи магазин заведующийӗ Александра Федоровна Марковӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, «РСФСР суту-илӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята панӑ. Вӑл 1970 ҫулта СССР потребительсен кооперацийӗн 8-мӗш сьездне делегат пулса хутшӑннӑ.

Хастар ӗҫшӗн Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи магазин сутуҫи Зинаида Сидоровна Арсентьева Халӑхсен Туслӑхӗ ордена, Ҫӗнӗ Кипеҫ магазин заведующийӗ  Нина Семеновна Кузнецова «Ӗҫри хастарлӑхшӑн», район центрӗнчи кафе поварӗ Галина Трофимовна Потапова,  Ҫӗнӗ Сӗнтӗр магазин заведующийӗ  Валентина Ивановна Шамбулина «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальсене илме тивӗҫ пулнӑ.

Хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн Комсомольскинчи апат-ҫимӗҫ магазинӗн заведующине Рахимулла Зиннатович Ахметова «Чӑваш АССР суту-илӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», райпон обществӑлла апатлану предприятийӗн буфетчицине Людмила Ивановна Беловӑна, Киров поселокӗнчи магазин заведующине Нина Михайловна Григорьевӑна «Чӑваш Республикин халӑха пулӑшу парас сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Райпо совечӗ хӑйӗн ветеранӗсене манса каймасть. Професиллӗ уявсенче хӑнана чӗнет, Ваттисен кунӗнче те парне парса тав тӑвать. Пӗр-пӗр ыйтупа  пырсан та ветерансен кӑмӑлне тивӗҫтерме май тупаҫҫӗ.

Иртнӗ уйӑхра  райпо пулӑшнипе ветерансем Улатӑр хулинче пулса курчӗҫ. Малтанах вӗсем арҫынсен Свято-Троицки мӑнастирӗпе паллашрӗҫ. Ку истори енчен те, тӗн тӗлӗшпе те Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑн шутланать. Кунта халӑх хисеплекен Вассион химонах пурӑннӑ. Мӑнастирте Турӑ Амӑшӗн Хусан-Ключевски иконӗ пуррипе палӑрса тӑрать.

Ӑна Иван Грознӑй патшара ларнӑ вӑхӑтра XVI ӗмӗрте туса лартнӑ. 1920 ҫулсенче ӑна хупнӑ пулнӑ. 1995 ҫулта Вырӑс православи чиркӗвӗ мӑнастире ҫӗнӗрен уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн кунта 7 храма тӗпрен юсанӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Вӑл ӗҫсене  пирӗн округри Йӑлмахва ялӗн ҫыннисем те хутшӑннӑ иккен. Кунти кирпӗч хуракансем 2006 ҫулта храма кӗрекен галерейӑна купаланӑ. Тепӗр ҫул чиркӳ тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Эпир вӗсен ӑсталӑхне курса тӗлӗнтӗмӗр. Ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче те пулса куртӑмӑр. Ветерансем кунта сывлӑш урӑхларах пулнине, хӑйсене лӑпкӑлӑх туйӑмӗ ҫавӑрса илнине палӑртрӗҫ.

Пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, Пахомий атте кӑмӑллӑн кӑтартса ҫӳрерӗ, каласа ӑнлантарса пычӗ. Мӑнастирте пире тӳлевсӗрех тутлӑ апат ҫитерчӗҫ, хамӑр та парнесем патӑмӑр. Ватӑсем тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ. Ҫул-ҫӳреве кайса килме пулӑшнӑшӑн вӗсем  райпо председательне С.Н.Грачевӑна чун-чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Малашне те суту-илӳ ӗҫпе ӑнӑҫлӑ тӑрӑшнипе пӗрлех ватӑсем ҫине те тимлӗх уйӑрасса шанса тӑраҫҫӗ.

Светлана Кокорева,

райпо ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *