Суббота, 7 сентября

Выля, хуткупӑс, янӑра, юрӑ!

Атте-анне каланӑ тӑрӑх, мӗн ӗлӗкрен каҫсерен урамра хуткупӑс сасси янраса кайсан ҫамрӑксем вӑйӑ картине васканӑ. Пӗр купӑс кӑна мар, кашни урамран, кӳршӗ ялсенчи вӑйӑҫсем пӗрле пухӑнса ӑмӑртмалла кӗвӗсем шӑрантарнӑ, чӑваш ташшине пӗри тепринчен лайӑхрах ташлама тӑрӑшнӑ. Савӑнӑҫлӑ ҫав каҫсенче мӗн чухлӗ хӗрпе каччӑ пӗр-пӗринпе паллашса ҫемье ҫавӑрман пуль!

Совет влаҫӗ чухне кашни ялтах клубсем уҫӑлнӑ. Ялти ҫамрӑксене унта каҫсерен хуткупӑс ӑстисем кӗтсе илнӗ. Мӗнле кӑна кӗвӗ шӑрантарман пулӗ! Яш-кӗрӗм ун ҫеммипе юрӑ юрланӑ, такмак каласа ташланӑ, тапӑртатса кӑна тӑнӑ.

Йӑлмахва ялӗнчи хуткупӑсҫӑсене аса илсе хӑварасшӑн: Анатолий, Вениамин, Петр, Сергей Егоровсем; Анатолий, Николай, Петр Албутовсем; Николайпа Христофор Гавриловсем; Герман тата Никита Кузьминсем; Валентина Иванова, Аркадий Алякин, Торсилий Краснов, Владимир Воробьев, Владимир Дмитриев, Владимир Григорьев, Арнольд Смирнов тата ыттисем те. Вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ.

Ҫак статьяра Йӑлмахва ялӗнче 1948 ҫулхи сентябрӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ Сергей Егоров хуткупӑс ӑсти ҫинчен тӗплӗнрех ҫырса кӑтартасшӑн. Вера Федоровнӑпа Анатолий Сергеевич Егоровсен ҫемйинче  Сергей пӗрремӗш ача пулнӑ, ун хыҫҫӑн тата пиллӗкӗн ҫуралнӑ. Ултӑ пӗртӑван пӗр-пӗрне хисеплесе, юратса, пулӑшса ӳснӗ. Ялта пурӑнаканӑн кил-ҫуртра яланах ӗҫ пур-ҫке. Асли пулнӑ май, Сергей ашшӗ-амӑшне ытларах пулӑшнӑ. Ытти ачасемпе пӗрлех Йӑлмахвари шкулта 4 класс вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче ӑс пухнӑ.

Пӗррехинче арҫын ача хуткупӑс алла тытать, кӗввине итлесе юрӑ шӑрантарма пуҫлать, ниҫта та вӗренмесӗрех Турӑ панӑ талант ҫуралать. Каччӑ хуткупӑс чун ӑшши пулнине туйса илет. Ял ҫамрӑкӗсене клубра тем тӗрлӗ кӗвӗ каласа савӑнтарма пуҫлать.

Шкул пӗтерсен маттур йӗкӗт Свердловск облаҫӗнчи Серов хулине вӗренме каять. 1967 ҫулта машинист-крановщик специальноҫне алла илсе яла таврӑнать. Ҫав ҫулах ҫар ретне тӑрать. Хамӑр ял каччипе Иван Константиновпа пӗрле Крымри Евпатори хулинчи хӗсмете лекеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан Тӑван ҫӗршыва сыхлакан юлташӗсен умӗнче икӗ ҫул хушшинче нумай юрӑ шӑрантарнӑ.

Тӑван яла таврӑнсан, клуб заведующийӗнче ӗҫлеме ыйтсан, вӑл хирӗҫлемен. Сергей Анатольевич ертсе пынипе тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ. Йӑлмахвасем кӳршӗ ялсене те ҫитсе юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ялти пӗр туй та хуткупӑс сассисӗр иртмен, чӗннӗ ҫӗре Сергей яланах ҫитме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех салтака каякан каччӑсене те купӑс каласа ӑсатнӑ. Пӗрле ӳснӗ тус-юлташӗ Николай Смрнов иртнӗ вӑхӑтсене паянхи кун та ырӑпа ҫеҫ аса илет. Уйрӑмах «Кай, кай Ивана», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Молодой агроном», «Подмосковные вечера», «Катюша» юрӑсене юратса юрланине те манман-ха вӑл.

1971 ҫулта Йӑлмахва ялӗнче ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ — Сергей Егоровпа Валентина Панкратова пӗрлешнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр Канаш хулине куҫса кайнӑ. Часах ҫемьене «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килнӗ, хӗр пӗрчине Марина ят панӑ. Сергей Анатольевич Канашри СУ-6 организацире вӑй хунӑ. Предприятире йӗркелекен культура мероприятийӗсене вӑл хастар хутшӑннӑ, купӑсӑн илемлӗ сасси яланах янӑранӑ.

Тӑван яла Сергей час-часах килсе ҫӳренӗ. 1977 ҫулта вӑл, 29 ҫула ҫеҫ ҫитнӗскер, Йӑлмахвара сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑҫал Сергей Анатольевич ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ Йӑлмахвасен чӗринче яланах упранӗ.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *