Понедельник, 16 сентября

38 ҫул пӗр ӗҫре

Александрӑпа Аверкий Дмитриевсен ҫемйинче Валентина — пиллӗкмӗш ача. Ашшӗпе амӑшӗ, ҫӗр ӗҫченӗсем, ял ҫинче хисепре пулнӑ. Вӗсем ачисене те кӑмӑл-сипет енчен йӗркеллӗ пулма вӗрентнӗ, пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшнӑ. Сӑмах май каласан, ҫак ҫемьери ҫичӗ ачаран тӑваттӑшӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, ыттисем техникум тата училище пӗтернӗ. Александра Михайловнӑпа Аверкий Дмитриевич хӑйсен ачисене пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ. Аслисемпе пӗрле Валентина та шкул вӑхӑтӗнче, каникулсенче колхоз ӗҫне хутшӑннӑ, ашшӗ-амӑшне килти хуҫалӑхра пулӑшнӑ.

1972—2010 ҫулсенче Валентина Аверьяновна, пӗрре те ӗҫ вырӑнне улӑштармасӑр, Кайнлӑк ял Советӗнче ӗҫленӗ. Канашри финанс техникумне пӗтернӗскер, вӑл тӗрлӗ ҫулсенче тӗп бухгалтер, секретарь, специалист-делопроизводитель пулса тӑрӑшнӑ. Ял Совечӗ витӗр тухакан пӗтӗм документа вӑхӑтра, тӗплӗ туса пырасси ҫӑмӑлах мар. Тимлӗ пулнисӗр пуҫне, ӗҫ хучӗсене тӗрӗс йӗркелеме, паллах, пӗлӳ те кирлӗ шайра пулмалла. Хӑйӗн яваплӑхне туллин туякан  Валентина Аверьяновна ҫак ӗҫре 38 ҫул тӑрӑшнӑ. Вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ чухне пичет машинисӗр пуҫне урӑх ҫӑмӑллӑх пулман, пӗтӗм хута алӑ вӗҫҫӗн йӗркелесе пынӑ. Ӗҫ нумай пулсан та, Валентина чунне парса вӑй хунӑ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене пӗрне те тимлӗхсӗр хӑварман, пурне те вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнӑ. Ӑна ӗҫе вӗрентсе пыраканӗ ун умӗн ял Советӗнче секретарьте ӗҫленӗ Михаил Тимофеевич Зайцев пулнӑ.

Паянхи куна илес пулсассӑн, унччен Валентина Аверьяновна пӗччен пурнӑҫланӑ ӗҫсене нумайӑшне урӑх ҫынсем тӑваҫҫӗ. Тӗслӗхрен, военкомат енӗпе ятарлӑ специалист пур, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтарасси ЗАГС ҫине куҫнӑ, БТИ, нотариус енӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем те халӗ пӗтӗмпех территори уйрӑмӗ ҫинче мар.

Тӗрӗслеме килекен пуҫлӑхсем, ревизорсем Валентина Аверьяновна ӗҫӗпе яланах кӑмӑллӑ юлнӑ, документсене йӗркелесе пырасси пысӑк шайра пулнине палӑртнӑ, малалла ӗҫлеме хавхалантарнӑ.

Ӗҫчен те пултаруллӑ, сӑпайлӑ пулни, хӑйне-хӑй виҫеллӗ, сапӑр тытма пӗлни Валентина Аверьяновнӑна ӗҫре яланах пулӑшса пынӑ, пысӑк хисепе тивӗҫлӗ тунӑ.

В.А.Тимофеева халӗ ҫемйипе Хирти Мӑнтӑрта пурӑнать. Тивӗҫлӗ канура пулсан та, пултаруллӑ хӗрарӑм хӑй ӗҫленӗ ӗҫпе тӑтӑшах интересленет. Вӗсем мӑшӑрӗпе, Федор Витальевичпа, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса, воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Хӗрӗ, Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтне пӗтернӗскер, районти больницӑра тӗп бухгалтерта тӑрӑшать. Ывӑлӗсенчен пӗри машиностроени техникумне пӗтернӗ,  тепри ял хуҫалӑх академийӗнчен инженери енӗпе вӗренсе тухнӑ, тӗп хулари пӗр заводра вӑй хурать.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *