Суббота, 7 сентября

Хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварнӑ

Клавдия Ефремовна Смирнова (Николаева) Тури Тимӗрчкасси ялӗнче 1923 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн малтанхи упӑшкинчен 2 хӗр, ашшӗн ывӑлпа хӗр пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан вӗсен тата пӗрлехи пилӗк ача ҫуралнӑ.

Ӗҫчен мӑшӑр аванах ал-ура ҫавӑрнӑ, ачисене ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ӳстерес тесе тӑрӑшнӑ. Анчах кӗтмен ҫӗртен ҫак ҫемьене инкек килсе ҫапнӑ. Тар юхтарса пуҫтарнӑ пурлӑха 30-мӗш ҫулсенче, колхозсем тунӑ вӑхӑтра, пӗтӗмпех туртса илнӗ. Ҫӗпӗре тытса ярасран ашшӗн пытанса пурӑнма тивнӗ. Мунчара тӑрса юлнӑ ҫемьен хура-шурне, асап-нушине нумай курма пӳрнӗ. Ҫапах амӑшӗ ҫити-ҫитми пурнӑҫа сыпӑнтарса, шӑлне ҫыртса пурнӑҫ лавне малалла туртнӑ, ура ҫине тӑма пултарнӑ. Паллах, аслӑрах ачисем нумай пулӑшнӑ: кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр уй-хирте ӗҫленӗ, вӑрман тасатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, кӗҫӗннисене пӑхнӑ.

Клавдия Ефремовнӑн вӑрҫӑ нушине те курма тивнӗ. Ытти ҫынсенни пекех, ун хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ те ҫӑмӑл килмен. Кун-ҫул ҫӑмхине сӳтес пулсассӑн, ун ҫинчен каласа памалли чӑнах та нумай. Бухгалтер ӗҫне вӗренсе тухнӑскер, вӑл тӗрлӗ ҫулсенче Дубовкӑри кирпӗч заводӗнче шут ӗҫӗпе ӗҫленӗ, районти хатӗрлев кантурӗнче вӑй хунӑ. Елчӗке ҫити асфальт сарнӑ вӑхӑтра учетчицӑра тӑрӑшнӑ, отпуск вӑхӑтӗнче вара ҫулсерен «Знамя» колхозӑн ревизи ӗҫӗсене туса пынӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан Клавдия Ефремовна, ҫулӗсене пӑхмасӑрах, «Росгосстрах» агентӗнче 1987 ҫулчченех ӗҫленӗ. Кайнлӑк ял поселенийӗнчи ҫынсен страхованипе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене тивӗҫтерсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӑватӑ ял халӑхне килти хуҫалӑхра туса илнӗ ытлашши ҫӗрулмине хатӗрлев кантурӗ урлӑ вырнаҫтарма пулӑшнӑ. Ял ҫыннисемшӗн ҫакӑ укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пысӑк пулӑшу пулнӑ.

50-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче Клавти аппана пурнӑҫ ҫулӗ Йӑлмахвана илсе ҫитернӗ. Ҫак ялти Алексей Николаевич Смирновпа ҫемье ҫавӑрса вӗсем пилӗк ачана пурнӑҫ парнеленӗ, юратса ӳстерсе тӗрӗс воспитани панӑ. Аслӑ ывӑлӗ тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑван колхозра водительте ӗҫленӗ. Виҫӗ хӗрӗ учитель профессине алла илнӗ, кӗҫӗн хӗрӗ вара хӑйӗн пурнӑҫне банк ӗҫӗпе ҫыхӑнарнӑ.

Клавдия Ефремовнӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ӗҫре иртнӗ. Вӑл яланах хӑйӗн пултарулӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑнӑ, пур ӗҫе те тивӗҫлӗ те яваплӑ туса пынӑ. Халӑхра «Ӗҫне кура хисепӗ» теҫҫӗ. Паянхи кун пирӗн хушӑра ҫук пулин те, Клавдия Ефремовна чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ, хӑйӗн хыҫҫӑн ял ҫинче ырӑ ят хӑварнӑ.

Павел ЗАЙЦЕВ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *