Суббота, 7 сентября

Халӑх шухӑшӗ кирлӗ йышӑнусем тума май парӗ

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче окрура черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ.

Телефонпа ҫыхӑннӑ ултавсем пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те час-часах пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, полици ӗҫченӗсем те халӑхпа тӗл пулса  тӑтӑшах ӑнлантару ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ҫынсем хушшинче те кун пирки пӗрмаях калаҫнине илтме пулать. Апла пулин те ултавҫӑсен «серепине» ҫакланакансем тупӑнаҫҫӗ. Акӑ, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округри 19 ҫын электронлӑ ҫыхӑну урлӑ шар курнӑ. Ултавҫӑсене тупса палӑртма йывӑр, ҫавӑнпа та инкек курнӑ ҫынсене укҫа-тенкине тавӑрса пама май ҫук. Ҫакӑ тата телефон ултавӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусем ҫинчен округра иртнӗ черетлӗ Информаци кунӗнче шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Сергей Прохоров каласа пачӗ. Ку  проблема ҫӗршывӗ-пех ҫивӗч тӑрать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пурӑнакансем ҫеҫ ултавҫӑсене пула  567 миллион тенкӗ укҫа ҫухатнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ку кӑтарту ӳсни сисчӗвлентерет. Ултавҫӑсен «вӑлтине» пенсионерсем, ял ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, влаҫ органӗсенче, финанс учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те ҫакланаҫҫӗ. Инкек тӳсекенсем хушшинче — тӗрлӗ ӳсӗмрисем, тӗрлӗ профессиллисем. Пӗр-пӗр усал чир пек, вӑл обществӑн пур сийне те сӑтӑр тӑвать. Ку преступление хирӗҫ пурин те тӑмалла. Киберхӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне  Информаци кунӗн кун йӗркине кӗртни те ахальтен мар. Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева,  Россельхозбанк уйрӑмӗн  управляющийӗ Татьяна Вунберова, РФ Социаллӑ фончӗн клиент службин округри уйрӑмӗн начальникӗ Надежда Юманова кун пирки хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Пысӑк укҫа шантарнине ӗненмелле мар. «Тӳлевсӗр сыр капкӑнра анчах пулать», текен каларӑша асра тытмалла. Ҫак тӗп шухӑш палӑрчӗ информаци кунӗнчи калаҫура. Пурте халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне вӑйлатмаллине палӑртрӗҫ.

Уй-хирти ӗҫсен малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хречен-фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм ҫынсем патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе мӗнле усӑ курни пирки округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ Минзаит Зайнуллин каласа пачӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 13 пин ытла гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Шел пулин те, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче тухӑҫ  республикӑрипе танлаштарсан чылай пӗчӗк. Округри хӑш-пӗр предприятисем кашни гектар пуҫне 40 центнер ытла тырпул туса илнӗ, теприсем 20 центнер ытларах анчах. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ҫакӑ? Мӗнле сӑлтавсенчен килнӗ? Информкуна хутшӑнакансем ҫак ыйтусене тӗплӗн тишкерсе пӑхма, кирлӗ пӗтӗмлетӳсем тума сӗнчӗҫ. Округри хирсенче ӗҫсем чарӑнман-ха. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗр тыррисем акассине вӗҫлесе пыраҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахча-ҫимӗҫе пуҫтарса кӗртеҫҫӗ. Кукурузӑран силос хураҫҫӗ. Округра выльӑх-чӗрлӗх валли 6074 тонна утӑ, 17888 тонна сенаж, 7 пин тонна яхӑн силос  хатӗрленӗ.

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса ял хуҫалӑх предприятийӗсем комбайнсем, тракторсем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туяннӑ. Ялсенчи 17 ҫын хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнӗ. Вӗсем патшалӑх панӑ пулӑшупа 36 ӗне туяннӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен патшалӑх енчен пулӑшу ытларах илес тесен производствӑра лайӑхрах кӑтартусем тумалла. Уй-хиртен тухӑҫ ытларах илмелле, выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхне                       ӳстермелле. Ҫак шухӑшсем палӑрчӗҫ Информаци кунӗнче.

Социаллӑ-культурӑллӑ объектсене хутса ӑшӑтмалли сезона мӗнле хатӗр- ленни пирки округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен пай начальникӗ Александр Краснов паллаштарчӗ. Ӑшӑ паракан оборудование пӑхса тӗрӗсленӗ, тасатнӑ, котельнӑйсене юсанӑ. Сивӗ ҫанталӑк ҫитиччен туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемеллине палӑртрӗ. Округ центрӗнче тасатмалли сооруженисем тӑвасси, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкул пирки те калаҫу  пулчӗ.

Малалла Информаци кунне хутшӑнакансем «Слава картофелю» агрофирмӑна ҫитсе курнӑ. Кунта уй-хиртен илсе кӗнӗ кишӗре тирпейлесе упрама хуракансемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Унта та сӑмах кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем таврах пынӑ. «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалӗн Комсомольскинчи газ участокӗн начальникӗ Валерий Чернов хӗллехи тапхӑрта газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулмалли, хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен каласа панӑ. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Ял ҫыннин ыйту нумай. Вӗсене пурне те пӗр харӑс татса пама май ҫук. Информаци кунӗсенче халӑхпа тӗл пулса калаҫни, вӗсене хумхантаракан ыйтусене пӗлни влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене кирлӗ йышӑнусем тума май парӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *