Понедельник, 29 апреля

«Наци кросӗ» спорта юратакансене пуҫтарнӑ

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре «Наци кросӗ — 2023» ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл хӑй тавра спорта юратакан пиншер ҫынна пуҫтарнӑ.

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне те ҫак кун спорт тусӗсем йышлӑн пухӑннӑ. Ҫанталӑкӗ те, вӗсене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелес, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарас тенӗн, уяр та хӗвеллӗ тӑнӑ.

Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков тата ыттисем те саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ.

Малтанах стадионта пӗтӗмӗшле зарядка иртнӗ. Старта малтан VIP-чупӑва хутшӑнакансем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе заведующийӗсем, муниципаллӑ округӑн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, тӑнӑ. Вӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе округра пурӑнакансене спорт пурнӑҫ норми пулса тӑмаллине кӑтартса панӑ.

Шкул ҫулне ҫитменнисен чупӑвне хутшӑнакан ачасене пурте хавхалантарма тӑрӑшнӑ. Пӗчӗккисенчен чылайӗшӗшӗн ку пӗрремӗш старт пулнӑ-ҫке. 100 метрлӑ дистанцире хӗр ачасенчен Ксения Тарасова, Василиса Кокарева, Ксения Трофимова, арҫын ачасенчен Роман Романов, Алексей Семенов, Рамазан Гибатдинов малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илнӗ.

Спорта мӗн пӗчӗкрен юратса ӳснисем ҫулсем иртсен те унран уйрӑлмаҫҫӗ. Ветерансен  тупӑшӑвӗ те интереслӗ пулнӑ. Кунта хӗрарӑмсенчен Раиса Сапожникова, Галина Волкова, Вера Никифорова,  арҫынсенчен Вячеслав Мурзаев, Виталий Автономов, Владимир Гаврилов палӑрнӑ.

Округри предприятисемпе организацисенче те спортпа туслисем сахал мар. Хӗрарӑмсенчен 1200 метра Сирине Зинатуллина, Людмила Можаева, Галина Кузнецова, арҫынсенчен 1600 метра Владимир Калашников, Владимир Гордеев, Евгений Федотов маларах чупса тухнӑ.

Шкул ачисем хушшинчи ӑмӑртусем уйрӑмах хӗрӳ иртнӗ. Вӗсем 5 ӳсӗм виҫипе пулнӑ. 1—2-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче Сабина Семенова, Раиля Гайнуллова, Алла Самсонова, Алексей Чернов, Роман Ефимов, Никита Громов пӗрремӗш — виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. 3—4-мӗш классенче пӗлӳ илекенсенчен  Камила Мингалеева, Екатерина Платонова, Карина Федорова, Александр Волков, Тимофей Михеев, Денис Валерьянов палӑрнӑ. 5—7-мӗш классенчи ачасенчен финиша Анастасия Лукиянова, Алсу Абакаева, Пинеслу Семенова, Егор Кзыков, Ислам Гайнуллов, Августин Мусорин маларах ҫитнӗ, малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. 8—9-мӗш классенче вӗренекенсенчен  малти 1—3 вырӑнсене Милена Лукиянова, Гузель Шарафутдинова, Карина Ильина, Ярослав Кокарев, Расиль Гайнуллов, Александр Алексеев йышӑннӑ. 10—11-мӗш классем хушшинчи тупӑшура Камила Сахрова, Полина Порфенова, Ксения Потапова, Николай Казаков, Ресим Шайдуллин, Ирек Бетертдинов палӑрнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем медальсене, дип- ломсене, асӑнмалӑх парнесене тивӗҫнӗ.

«Наци кросӗ — 2023» ӑмӑртӑва халӑх йышлӑн хутшӑнни Раҫҫейре, ҫавӑн пекех пирӗн округра та  спорта юратакан чылай пулнине туллин ҫирӗплетсе парать.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *