Сунарҫӑсем – маттуррисен йышӗнче

Сунарҫӑсем – маттуррисен йышӗнче

Иртнӗ шӑматкун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Чаканар ялӗнче «Чӑваш Ен сунарҫисем — 2023» IV уҫӑ фестиваль-конкурс пулнӑ. Унта чӑваш сунарҫисем ҫеҫ мар, Мари Элран, Тутарстанран, Чулхула облаҫӗнчен тата ытти регионсенчен те хӑнасем килнӗ. Пухӑннисене ЧР ял хуҫалӑх министрӗ-вице-премьер Сергей Артамонов, ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов,  сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗн директорӗ Федор Жоголев саламланӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Командӑсем эстафетӑра тупӑшнӑ, шурлӑх урлӑ каҫассипе, чӑрмав витӗр тухассипе, тӗл перессипе, ҫӗҫӗ ывӑтассипе, сунарҫӑ минимумне пӗлессипе тупӑшнӑ. Паллах, ҫакӑн пек пысӑк мероприятирен пирӗн тӑрӑхри сунарҫӑсем те айккинче юлман. Уйрӑм ҫынсем хушшинче мала тухассишӗн пынӑ «Меткий стрелок» ӑмӑртура Вутлан ялӗнче пурӑнакан Александр Шуряшкин тӗл перессипе чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫав ял каччи Андрей Тарасов вара чӑрмавсем витӗр (полоса препятствий) тухассипе 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене I  тата III степеньлӗ Дипломсемпе,  кубоксемпе наградӑланӑ, парнесем панӑ. Пултаруллӑ сунарҫӑсене ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр, ҫутҫанталӑка юратма, упрама, сӑмсана ҫиле май тытма, фазан ӑҫта  ларнине яланах туйма, ухутаран тупӑшпа таврӑнма сунас килет.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *