Суббота, 7 сентября

Ӗҫлесе ҫинӗ ҫӑкӑр тутлӑрах

Ӗҫлесе ҫинӗ ҫӑкӑр тутлӑрах

Кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен саккун вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасене обществӑлла усӑллӑ ӗҫсене явӑҫтарма ирӗк парать. Пӗр енчен ку ҫӗнӗлӗх темелле. Юлашки ҫулсенче ашшӗ-амӑшӗ ирӗк памасӑр вӗрентекенсене  ӗҫлеттерме юраман. Тепӗр енчен шутласан, ҫӗнӗлӗх те мар, аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем пурте шкулта вӗреннӗ чухне уроксем пуҫланиччен доскасене тасатса хунине, уроксем хыҫҫӑн юлса дежурствӑпа классене тирпейленине, ҫуллахи каникулсенче пахча ҫимӗҫе ҫумкурӑкран тасатма, шӑварма ҫӳренине лайӑх астӑваҫҫӗ. Вӗсем шкул сачӗсенче, ҫырма, ҫул хӗррисенче  лартнӑ хунавсем халӗ ӳссе тӗрекленнӗ. Ача чухне уроксем хыҫҫӑн ӗҫленипе вӗсем пӗри те сывлӑх енчен хуҫӑлса юлман. Ҫуллахи каникул кунӗсенче ӗҫпе кану лагерӗсенче тӑрӑшнӑ. Ушкӑнпа колхоз хирӗнче ӗҫлени, каннӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсене, культура мероприятийӗсене хутшӑнни те паянхи кун та манӑҫман. Лагерьте пулнӑ вӑхӑтра шкула каймалӑх япаласем туянма укҫа-тенкӗ те ӗҫлесе илнӗ. Атте-аннерен илни мар, хӑвӑн тӑрӑшулӑхупа тунӑ укҫа хаклӑрах та туйӑннӑ.

Шкулсенче ӗҫ воспитанине кӗртни ачасене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек ирӗн-каҫӑн ӗҫлеттермеллине пӗлтермест, паллах. Ӑна вӗренекенсем мӗн пӗчӗкрен яваплӑха туйччӑр, пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах пӗр-пӗр ӑсталӑха хӑнӑхчӑр тесе тунӑ. Пӗр шкул директорӗ калани асрах-ха. Сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте воспитатель, ачасене тавралӑх хитре пултӑр тесе, чечексем лартма явӑҫтарнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна, ашшӗ- амӑшӗнчен ирӗк илмесӗр ачасене ӗҫлеттернӗшӗн, прокуратура штраф панӑ. Ачасене ырӑ кӑмӑлтан вӗрентсе ӗҫе хӑнӑхтарас тени хакла ларнӑ.

Унччен шкулсенче ӗҫ урокӗсем пурччӗ. Арҫын ачасем шкул мастерскойӗсенче каскалама хӑнӑхатчӗҫ, хӗрсем ҫӗлеме, тӗрлеме, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренетчӗҫ. Ку ӗҫе ют ҫӗршывсенче пӑрахӑҫламан. «Германире, Финляндире пултӑмӑр та, вӗсенче кӗҫӗн классенченех ачасене кулленхи пурнӑҫра, кил-ҫуртра, хуҫалӑхра кирлӗ пулакан ӑсталӑха алла илме вӗрентеҫҫӗ. Ҫӗлеме, йывӑҫран тӗрлӗ япала ӑсталама, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме ҫеҫ мар, сӑра тата ытти шӗвексем тума та хӑнӑхтараҫҫӗ», — тенӗччӗ «Шанс» компанин Чӑваш тата Мари республикисенчи представительствин генеральнӑй директорӗ В.Шуверов пирӗн тӑрӑхра иртнӗ пӗр канашлура. Пирӗн шкулсенче те ҫак паха енсем пулнӑ. Тӗрленӗ сӑмса тутрине, йывӑҫа ӗнтсе эрешленӗ ывӑса тата хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ ытти  япалана уявсенче парнелени ашшӗ-амӑшне чунтан савӑнтарнӑ. Шкулсенчех «Трактор» предмет вӗрентетчӗҫ. Паянхи кун округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӑрӑшакан механизаторсенчен чылайӑшӗ шкул сакки ҫинченех тракторист-машинист правине илсе тухнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх патӗнче вӑй хуракансем хушшинче те ытларах вӗреннӗ чухнех фермӑна ашшӗ-амӑшне пулӑшма ҫӳренӗ ҫынсемех ӗҫлеҫҫӗ. Астрономи, пысӑк математика тата ытти предметсене лайӑх ӑнланмасан та, ал ӗҫ тума, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, пахча ҫимӗҫ ӳстерме, выльӑх пӑхма  пӗлни тата ытти ӑсталӑха алла илни ӗмӗр тӑршшӗнче кашнинех кирлӗ. Кӑҫал пирӗн округри Хирти Явӑш шкулӗ вӑтам шкул статусне илсе агротехника туртӑмӗпе ӗҫлеме пуҫлани савӑнтарать.

,ҫленипе ҫын вилмест. Кунта мӗнле условисенче тӑрӑшни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шел пулин те, юлашки ҫулсенче ҫамрӑксем ҫӗртен ҫеҫ мар, ялтан та писсе пыни палӑрать. Ашшӗ-амӑшӗ ача пӗчӗккӗ чухнех тӗпренчӗкӗсене хула валли хатӗрлет. Пӗчӗккӗн пулин те, хваттер илме укҫа пуҫтарса ывӑл-хӗрне ялтан  «хӑвалать». Пӗр енчен, вӗсене те ӑнланма пулать. Ялта пурӑнакан валли яланхи ӗҫ вырӑнӗ пулманни — чи ҫивӗч ыйту. Тӑван тӑрӑхра тӗпленекенсем те пысӑк хуласене ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗртен туса илекен продукци йӳнӗпе сутӑнать. Ҫывӑхра промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсем ҫук. Ҫавӑнпа та патшалӑх яла аталантарас тесе тем пек тӑрӑшсан та, пушӑ ҫурт шучӗ йышлансах пырать.  Яллӑ вырӑнсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен, вырӑнти продукцие тирпейлесе продукци кӑларакан предприятисем хута ямасӑр ҫамрӑксене ҫуралнӑ кӗтесре тытса хӑвараймӑн.

Ял яланах хулана ӗҫ вӑйӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче промышленноҫ предприятийӗсем те рабочи профессийӗсем ҫитменни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ялтан тухнӑ унти ӗҫченсем тивӗҫлӗ канӑва кайса пӗтнӗ, ял, ҫураласлӑх пӗчӗк пулнипе, ӗҫ вӑйӗпе тивӗҫтереймест. Хулара ҫуралса ӳснисем станоксем умне тӑрасшӑн мар. Ял ҫыннисем те хӑйсен ачисене вӗрентсе интеллигент тӑвасшӑн. Пысӑк укҫа-тенкӗ шантарсан та, ҫӗршывра рабочи профессипе ӗҫлес кӑмӑллисем сахал, мӗншӗн тесен вӑл специальноҫсемпе ӗҫлеме чӑтӑмлӑх, тӑрӑшулӑх, яваплӑха туйни кирлӗ. Ҫыннӑн ҫак пахалӑхӗсем вара  мӗн ачаран ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснинчен ҫеҫ туптанаҫҫӗ. Аслӑрах ӳсӗмрисем вӗҫӗ курӑнман йӑрансене ҫумкурӑкран маттиклесе тасатнине, ҫава тыса пӑрҫа ҫулнине ас тӑваҫҫӗ. Ачасем пулнӑ та, вӗсен те ытларах выляс килнӗ, паллах. Анчах та пӗр-пӗрне курса, тар тӑксан ҫеҫ укҫа пулнине ӑнланса тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем мӗн пӗчӗкрен пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине ӑнланса, яваплӑха туйса, чӑтӑмлӑха ҫирӗплетсе ӳснӗ. Ҫакӑ вӗсене малашнехи пурнӑҫӗнче чылай пулӑшнӑ.

Мӗншӗн ҫак тӗслӗхсене илсе кӑтартрӑм-ха? Ачаранах ӗҫе хӑнӑхтармалли пирки каларӑш та, ваттисен сӑмахӗ те чылай. Кашни халӑхӑнах пур вӗсем. «Ӗҫлесе ҫинӗ ҫӑкӑр тутлӑрах», тенӗ чӑвашсем. Ху ӗнсӳ ҫинче пӗтӗм йывӑрлӑха чӑтса курмасӑр, пилӗк авса тар тӑкмасӑр сӗтел ҫине килнӗ ҫӑкӑрӑн чӑн-чӑн хакне туйма ҫук. Ҫавӑнпа шкулсенче ӗҫ воспитанине тепӗр хут вӑя кӗртни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уншӑн ашшӗ-амӑшӗн пӑшӑрханса ӳкмелле мар. Вӑл  ачасене вак-тӗвек ӗҫсем тума явӑҫтарнипе пӗрлех пӗр-пӗр ӑсталӑха алла илме те пулӑшӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *