Понедельник, 24 июня

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем яваплӑ тапхӑра, вырма ӗҫӗсене, вӗҫленӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртсе пӳлмесене хунӑ. «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО кӑҫал чи тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра округра пикенсех кӗр тыррисем акаҫҫӗ. Ку ӗҫ 10 хуҫалӑхра пырать. Вӗсем августӑн 31-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн гектар ҫине кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ.

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *