Воскресенье, 28 апреля

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тырпула вӑхӑтра та тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес тесе пикенсех  тӑрӑшаҫҫӗ. Округа ертсе пыракансем уйсене тухса вырма мӗнле пынипе интересленсех тӑраҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Николай Раськин «Родина» ООО хирӗсемпе паллашнӑ. Ку хуҫалӑх — ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраканнисен йышӗнче. Унта уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра, пахалӑхлӑ  пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ, тухӑҫлӑ продукци туса илеҫҫӗ. Кӑҫал та кунта ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Тырпул пуҫтармалли пӗр комбайн мӗн ҫитӗнтернине вырса, ҫапса тӗшӗлесе ӗлкӗрет.

Вырма вӑхӑтӗнче ӗҫлекенсене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Йӗтемсем  ҫинче тырӑ тасатакан машинӑсем пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлеҫҫӗ. Кӗлетсем ҫӗнӗ тырра йышӑнма  хатӗр. Хуҫалӑхра вӑтам тухӑҫ  кашни гектар пуҫне 30 центнерпа танлашать.

«Урожай» колхоз — округра ҫӗр лаптӑкӗсемпе илсен чи пысӑккисенчен пӗри. Кӑҫал кунти ҫӗр ӗҫченӗсен  1600 гектар ытла пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса кӗртмелле. Хирсене округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Минзаит Зайнуллин ҫитсе ҫаврӑннӑ, комбайнерсемпе, йӗтем ҫинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Колхоз хирӗсенче 4 комбайн тӑрӑшать. Вӗсем тулӑх ҫитӗннӗ тырпула тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес тесе ӗҫлеҫҫӗ. Йӗтем ҫине килнӗ тырра ҫийӗнчех тасатса кӗлетсене хураҫҫӗ.

Округри ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсен уй-хирӗнче те  ӗҫ шавӗ тӑрать. Ҫӗр ӗҫченӗ кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшать.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *