Вырма малалла пырать

Вырма малалла пырать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем чылай лаптӑкран тырра пуҫтарса та илнӗ.

Августӑн 14-мӗшӗ тӗлне 8923 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ. Ку мӗнпур тырӑ лаптӑкӗн 63 ытла  проценчӗ чухлӗ пулать. 1761 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1491 гектар ҫурхи тулӑ, 3976 гектар урпа, 1039 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 25581,6 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 28,7 центнерпа танлашать.

Вырмапа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем те малалла пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5664 тонна утӑ,17631 тонна сенаж пур.

Округӗпе кӗр тыррисем акма 1082 гектар  ҫӗр хатӗрленӗ, 994 гектар ҫӗртме тунӑ.

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин,

 ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *