Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш муниципаллӑ округӗнче Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет. Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Питӗрти йывӑҫ.
Сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ — 2023» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.