Суббота, 7 сентября

А.Кошкин ячӗпе турнир иртрӗ

Шурут тӑрӑхӗнче хӑйсен ентешне, Украинӑри ятарлӑ ҫ ар операцине хутшӑнса пуҫ не хунӑ А.С.Кошкина, манмаҫ ҫ ӗ. Июлӗн 29-мӗшӗнче ӑна асӑнса кунта футбол турнирӗ йӗркелерӗҫ .

Ёмӑртӑва килнисене Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов, вӑтам шкул директорӗ Николай Андреев, культура ҫ урчӗн директорӗ Галина Симакова саламларӗҫ , вӑйӑсенче ӑнӑҫ усем сунчӗҫ . А.Кошкина асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ .

Футбол уйӗнчи тупӑшусем хӗрӳ пычӗҫ . Кашни командах ҫ ӗнтерӳшӗн тупӑшрӗ. Чи нумай очко пухса «Чутеево» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. «Тугаево» команда иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Виҫ ҫ ӗмӗшӗнче  — «Тимерчеево» команда. Ҫӗнтерӳҫ ӗ куҫ са ҫ ӳрекен кубока тивӗҫ рӗ. Футболистсене медальсемпе Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ .

Ҫакӑн пек ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерни паттӑр ентеше сума сунипе пӗрлех ачасенче патриотизм туйӑмне ҫ ирӗплетме те пулӑшать.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *