Понедельник, 16 сентября

Ӑста механизатор — ял пуянлӑхӗ

Ӑста механизатор — ял пуянлӑхӗ

— Александр Макаровичӑн аллинче ӗҫ вӗресе тӑрать. Кирек мӗнле техникӑпа та пӗр чӗлхе тупма пултарать вӑл, кашни уйри тӑпра пахалӑхне пӗлсе, тӗпе хурса ӗҫлет, шанса панӑ ӗҫе яланах тивӗҫлӗ пурнӑҫлать, — тет «Победа» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн  ертӳҫи Валерий Ефремов, механизатора мухтаса.

Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳссе тӑван хуҫалӑхра механизаторта ӗҫлекен Александр Еремеев ҫинчен сӑмах пуҫарсан «Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнтах кирлӗ пулнӑ» тесен пӗрре те йӑнӑшмастӑп. Техника патне туртӑм ҫурални ҫине ашшӗ механизаторта ӗҫлени пысӑк витӗм кӳнӗ. Ача чухне Саша май пулсан пӗр тӑхтамасӑр трактор ҫине ларма васканӑ. Ашшӗ ӗҫлекен ҫӗре 3—4 ҫухрӑма хыҫа хӑварса чупса ҫитесси, хирте мӑнаҫлӑн кӗрлекен «хурҫӑ ута» ҫӑварлӑхласси мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ачашӑн.

8-мӗш класс пӗтерcессӗнех арҫын ача тракториста вӗренме кӗнӗ. Тӑван яла таврӑнсан колхозра вӑй хума пуҫланӑ. Ҫар службине кайса килнӗ хыҫҫӑн Александр ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе, Татьяна Фадеевнӑпа, виҫӗ ачана кун ҫути парнеленӗ.

Опытлӑ механизатор ӗмӗрӗпех МТЗ-82 «Беларус», тракторпа ӗҫлет.

— Мана яланах техника кӑсӑклантарнӑ. Пайсене салатса пухас, юсас ӗҫ шкул саккинченех пырать. Ҫавӑнпах ӗнтӗ паянхи кун та механизаторта ӗҫлетӗп, — ӑнлантарчӗ Александр Еремеев, мӗншӗн ҫак профессие суйласа илнин сӑлтавне ыйтсан.

«Победа» ял хуҫалӑх кооперативне туса хунӑранпах вӑл кунта трактористра вӑй хурать. 40 ҫула яхӑн техникӑпа тӑрӑшса мӗнле кӑна ӗҫ тума тивмен-ши унӑн;

Хастар механизаторӑн ахаль ларма пӗртте вӑхӑт ҫук. Кашни ҫулах ҫу каҫа хуҫалӑхра чылай ӗҫ тӑвать. Акана валли ҫӗр хатӗрлет, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ янтӑланӑ вӑхӑтра сенаж, силос турттарать. Кӗркунне ҫӗртме тӑвать. Хирти ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑштах канса илсен, пӗр ӗҫрен те ютшӑнманскер хуҫалӑхра вут-шанкӑ купалама пулӑшать. Хӗлле те ферма территорийӗнче тӑрӑшать. Ҫуркунне ҫитсен вӑл каллех хире тухать. Ҫапла, хастар ӗҫчен валли хуҫалӑхра ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫ пур.

Александр Макарович пуҫӑннӑ ӗҫе чунне парса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Хӑйне шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытаканскер, кирек хӑҫан та хире тухма хатӗр. Яваплӑх вара тӑрӑшуллӑ механизатора тухӑҫлӑ ӗҫлеме пулӑшать.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *