Понедельник, 16 сентября

Чи хакли — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ

Чи хакли — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ

Ылтӑн туй — нумай ҫул пурнӑҫ пӑрӑнӑҫне парӑнман пысӑк юратӑвӑн палли.  Ҫемье ҫирӗплӗхне, пӗрлӗхне сыхласа 50 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсем яланах чун-чӗрере хисеп туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ.

Светлана Аркадьевнӑпа Олег Николаевич Матросовсем пурнӑҫ сукмакӗпе пӗрле утма пуҫланӑранпа кӑҫал ҫур ӗмӗр ҫитрӗ. Вӗсем Хырай Ӗнел ялӗнче пӗр урамра выляса ӳснӗ.

Пӗчӗк чухне Светланӑпа Олег пӗр-пӗринпе мӑшӑрлӑ пуласси ҫинчен шутланӑ-и, шутламан-и — калама хӗн. Кашни кун тенӗ пекех пӗр-пӗрне курнӑ, ушкӑнпа вылянӑ чухне пулӑшма та тӑрӑшнӑ пулӗ. Ӳсерехпе юрату хӗлхемӗ те ҫуралнӑ. Пӗр-пӗрне савакан икӗ чӗре 1973 ҫулта ҫемье чӑмӑртанӑ. Александровка ял Советӗнче мӑшӑрланнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура регистрациленӗ чухне тус-тантӑшӗ вӗсене телейлӗ пурнӑҫ, сак тулли ача-пӑча, ҫемьере килӗшӳ суннӑ. Матросовсем вӗсен халалӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех пурнӑҫласа пыма тӑрӑшнӑ.

Олег Николаевич, Шупашкарти энергетика техникумне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Комсомольскинчи «Сельхозтехника» организацире инженер-электрикра ӗҫленӗ. 1971 ҫулта ӑна Кӑнтӑр сечӗсен начальникӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Унта вӑл 2014 ҫулччен тӑрӑшнӑ,  пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине кӑтартса панӑ.

Светлана Аркадьевна Канашри медицина училищинче пӗлӳ илнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех Комсомольски тӗп больницин терапи уйрӑмӗнче медицина сестринче ӗҫленӗ. Ун патӗнче сипленнӗ ҫынсем ӑна халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ. Матросовсем хастар ӗҫшӗн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура. Апла пулсан та алӑ усса лармаҫҫӗ. Ял-йыш ҫинче вӗсем хисеплӗ.

Олег Николаевичпа Светлана Аркадьевна иккӗшӗ те яланах яваплӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем пӗр хӗрпе икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, кирлӗ професси суйласа илме пулӑшнӑ. Халӗ вӗсем ҫичӗ мӑнукӗпе тата пӗр мӑнмӑнукӗпе чунтан савӑнаҫҫӗ.

50 ҫул вӑл — сахал мар. Ҫак вӑхӑтра темӗнле лару-тӑру та пулнӑ, мӑшӑрсем мӗнпур йывӑрлӑха пӗрле чӑтса ирттернӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланни, яланах пулӑшса пыни, хавхалантарни вӗсене нумай ҫул килӗшӳллӗ пурӑнма май парать. Мӑшӑршӑн чи хакли ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ пулнӑ, ҫаплах юлать те.

Светлана Аркадьевнӑпа Олег Николаевича ылтӑн туй  ячӗпе саламлакан чылай пулнӑ. Вӗсем чӑннипех те паянхи ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *