Асра юлмалла иртрӗ

Асра юлмалла иртрӗ

Ял уявӗсем, урам кунӗсем ирттерни ҫынсене пӗр-пӗринпе тӗл пулма, ушкӑнпа савӑнма май панисӗр пуҫне туслӑха ҫирӗплетме те пулӑшаҫҫӗ.  Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек мероприятисем халӑхсен йӑли- йӗркине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас, ҫамрӑксене вӗсемпе паллашма май парас тӗлӗшпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  

Кӑҫалхи июлӗн 8-мӗшӗнче Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пурӑнакансен  кӑмӑл-туйӑмӗ ирех савӑнӑҫлӑ пулчӗ.  Ҫак кун Элпуҫ ялӗ пуҫланса кайнӑранпа 380 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.  Уява ҫак тӑрӑхра ҫут тӗнчене килнӗ, ешӗл курӑк ҫинче ҫар уран чупса ҫӳресе ӳснӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакансем те чылайӑн килсе ҫитнӗ.  Тӑван ҫӗршыв, тӑван тавралӑх хӑй патнех  туртать ҫав.  

Ял халӑхне паллӑ кун, пысӑк уяв ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, муниципаллӑ округ депутачӗсем Ремис Мансуров, Инна Ефремова, «Комплекс» строительство фирмин генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев чӗререн саламларӗҫ, пурне те чунтан савӑнма хавхалану сунчӗҫ.

Элпуҫ тӑрӑхӗнче чӑвашсемпе тутарсем нумай ҫул пӗр-пӗринпе туслӑн пурӑнаҫҫӗ, килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ, кӑмӑлтан савӑнаҫҫӗ.  Яла аталантарас, ун пурнӑҫне интереслӗрех тӑвас  енӗпе уйрӑмах хастар ӗҫлекенсене территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем, хаклӑ парнесем парса чысларӗ.  Малашне те хастар пулма вӑй-хал, ҫирӗп ҫывлӑх сунчӗ.  Ҫак кун ял пуласлӑхӗшӗн чылай тӑрӑшнӑ ветерансем те, нумай ҫул мӑшӑрлӑ пурӑнакансем те тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫрӗҫ.

Юрӑ-ташӑсӑр мӗнле уяв пултӑр? Элпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» художество пултарулӑх коллективӗ, Хирти Явӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти ачасен ташӑ ансамблӗ, Хирти Выҫли ялӗнчи фольклор ансамблӗ тата ытти коллективсемпе уйрӑм юрӑҫӑсем  умлӑ-хыҫлӑн пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.  

Пуҫтарӑннисем ялӑн ӗлӗкхи пурнӑҫне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксен выставкипе те кӑсӑкланса паллашрӗҫ.  Элпуҫ ялӗнче ал ӑстисем те чылай.  Вӗсен ӗҫӗсене те куракансем пысӑка хурса хакларӗҫ.  Райпо ӗҫченӗсем халӑха тӗрлӗ тавар сӗнчӗҫ.

Уява йӗркелекенсем спонсорла пулӑшушӑн В.Н.Гордеева  тав тӑваҫҫӗ.  Вӑл тӑрӑшнипе ял халӑхӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концертне курса савӑнчӗ.

Ҫанталӑк аванах шӑрӑх  тӑчӗ пулин те, ҫакӑ ҫынсенчи уяв кӑмӑлне сӳнтермерӗ.  Элпуҫ тӑрӑхӗнчи халӑх ҫак кун чӑннипех те чун-чӗререн савӑнчӗ.  Уяв вӗсен асӗнче чылайлӑха юлӗ.

Лариса Носова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *