Суббота, 7 сентября

Ҫураки вӑй илсех пырать

Ҫураки вӑй илсех пырать

Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗнче те тенӗ пекех техника хире тухнӑ.

Апрелӗн 13-мӗшӗ тӗлне 2002 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 2928 гектар сӳреленӗ.  Ҫавӑн пекех кӗр тыррисене 1875 гектар апатлантарнӑ, 1571 гектар сӳреленӗ.  Ҫур тыррисем акма 4423 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 1288 гектарне культиваци тунӑ.  

 Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пурӗ 530 гектар урпа, 404 гектар тулӑ, 120 гектар сӗлӗ, 97 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, 10 гектар пӑрҫа («Рассвет» ЯХПК) акнӑ.  Ӗнерхи кун пуҫламӑшӗ тӗлне округри 13 хуҫалӑх акана пуҫӑннӑ.

Ҫанталӑка кура ытти хуҫалӑхсенче те ҫӗр пиҫсе ҫитӗ, акакан агрегатсем хирсенче йышлансах пырӗҫ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *