Суббота, 7 сентября

Патшалӑх пулӑшӑвӗ анлӑланӗ

Патшалӑх пулӑшӑвӗ анлӑланӗ

Апрелӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗнче регион Пуҫлӑхӗ хутшӑннипе аграри темине анлӑн сӳтсе явнӑ.  Унта тӗрлӗ округсенчи предприятисемпе ХФХ ертӳҫисем, депутатсем, округсен пуҫлӑхӗсем, общественниксем хутшӑннӑ.  Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗнчи 2022 ҫулхи ӳсӗмсем пирки калаҫнӑ, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртнӑ.  

Асӑннӑ канашлура тунӑ йышӑнусем ялта пурӑнакансене, ял хуҫалӑх предприятийӗсене, хресченпе фермер хуҫалӑхӗсене тата ыттисене малалла аталанмалли ҫул-йӗрсем уҫса параҫҫӗ.

2023 ҫул валли ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене тата АПК организацийӗсене валли  пӗтӗмӗшле 5,8 млрд ытла тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвӗн 76 тӗсне пӑхса хӑварнӑ.  Тӗслӗхрен, сурӑх ӗрчетес кӑмӑллисен 10 млн тенкӗ таран грант илме май пулӗ.  Пахча ҫимӗҫ тата ҫӗрулми ӳстерекенсемшӗн пулӑшу 4,7 хут ӳсӗ.  

Хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене аталантарма 345 млн тенкӗ, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен граждансене патшалӑх пулӑшӑвӗ пама вара 226,6 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.  Регион Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе тата килти хушма хуҫалӑх тытакансене, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене пулӑшмалли республикӑри мерӑсене ӗҫе кӗртнипе, ӗнесемпе качакасем, ӑратлӑ вӑкӑр-производительсен вӑрлӑхӗ, ял хуҫалӑх техникипе оборудовани, минераллӑ удобрени, хурт-хӑмӑр ӗрчетмелли материалсем туянннӑшӑн тӑкаксен пӗр пайне саплаштарӗҫ.  Ҫавӑн пекех тӑпрана агрохими тишкерӗвӗ тата вӑрлӑха лаборатори тӗрӗслевӗ ирттерме пулӑшу пулӗ.

Республикӑра 2 ҫултан аслӑрах мар мӑйракаллӑ шултра выльӑха ҫитӗнтерессипе тата самӑртассипе пулакан тӑкаксене субсидилессипе ҫӗнӗ мера ӗҫе кӗртнӗ.  Пӗр килограмм чӗрӗ виҫе пуҫне 18 тенкӗ компенсаци пама палӑртнӑ.

Кунсӑр пуҫне, кӑҫал ӳсен-тӑран ӗрчетес ӗҫре патшалӑх пулӑшӑвӗн регионти ҫӗнӗ форми хута кайӗ.  1 гектар пуҫне 90 килограмран кая мар минераллӑ удобрени хывнӑшӑн пысӑк тата вӑтам предприятисене ҫав тӑкаксене саплаштарма субсиди пама хатӗрленеҫҫӗ.  Асӑннӑ тӗллевпе республика бюджетӗнче 18 млн тенкӗ хывса хӑварнӑ.

Тата тепӗр ҫӗнӗлӗх — ӗнесене искусствӑлла майпа пӗтӗлентернӗшӗн ЛПХ хуҫисене процедура хакӗн 90 проценчӗ таран субсиди таврӑнать.  Сӑмах май каласан, мобильлӗ ушкӑнсем, «васкавлӑ пулӑшу» майлӑ, заявка панисем патне тухса ҫӳрӗҫ.

Апат-ҫимӗҫ предприятисен кластерне йӗркелесси, агромаркет, хӑмла плантацийӗсем ӳсесси, ака лаптӑкӗсен тытӑмне оптимизацилесси — канашлура пур тӗллеве те йӗркипе, пысӑк командӑпа татса пама калаҫса татӑлнӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА хатӗрленӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *