Воскресенье, 8 сентября

Ентеш тесех калама пултаратпӑр

Ентеш тесех калама пултаратпӑр

«Раҫҫей Президенчӗн Урал федераллӑ округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Владимир Якушев Раҫҫей Геройӗн ҫӑлтӑрне Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑх кӑтартса пуҫ хунӑ  Иван Маринӑн ҫемйине панӑ».  Ҫак хыпара Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ.  Паттӑра пирӗн  ентеш тесех калама пулать.  Унӑн ашшӗ, Петр Сергеевич, хамӑр районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, Кӗтне юханшывӗн, пирӗн тӑрӑхӑн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ.  Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Екатеринбург хулине илсе ҫитернӗ.  Унта вӑл ҫемйипе  тӗпленсе пурӑнать.  Ашшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкне мӗн ачаран Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентсе ӳстернӗ.  Апла пулсан, Раҫҫей Геройӗнче Иван Петрович Маринра чӑваш юнӗ чупнӑ.  Эпир унпа тивӗҫлипех мухтанма пултаратпӑр.  Ҫавӑнпа та ун ҫинчен пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен пӗлмеллех.

И.Марин Свердловск (Екатеринбург) хулинче 1991 ҫулта ҫуралнӑ.  Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра каратэпе хӑнӑхтарусем ирттернӗ, кӑвак пиҫиххине тивӗҫнӗ.  2008 ҫулта Екатеринбургри артиллерин комплекслӑ аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ.  2011 ҫулта, училищӗне хупнӑ пирки, Санкт-Петербургри Михайловски ҫар артиллерийӗн академийӗнче пӗлӳ илме пуҫланӑ.  2013 ҫулта ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ.  Ун хыҫҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче службӑра тӑнӑ.  2017—2018 ҫулсенче Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск,  2018—2019 ҫулсенче Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулисенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ.  2019—2022 ҫулсенче вӑл каллех Новочеркасск хулинчи ҫар чаҫӗнче пулнӑ.  2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.

Иван малтан взвод, батарея командирӗ пулнӑ, хӑй тӗллӗн куҫакан артиллери полкӗн дивизион штабӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, армин ҫар  хатӗрленӗвӗн пайӗн аслӑ офицерӗ таран ҫитнӗ.  Вӑл Хӗрлӗ площадьри ҫар парадне икӗ хутчен хутшӑннӑ.

И. Марин капитан Донецк тата Луганск халӑх республикисене хӳтӗленӗ ҫӗрте пулнӑ.  Вӑл пӗлсе тата тӗрӗс ертсе пынипе дивизион ҫар чаҫӗ кӑларса тӑратнӑ тӗллевсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ.  Ӑна Мариуполь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑшӑн «Хӑюлӑхшӑн» орденпа наградӑланӑ.  Мариуполь хулине илнӗ хыҫҫӑн Иван Марин дивизионне Запорожье облаҫне янӑ.

2022 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнче тӑшман пилотсӑр вӗҫев аппарачӗ пулӑшнипе дивизион ӑҫта вырнаҫнине тупса палӑртнӑ, асар-писер пеме пуҫланӑ.  Вӑл вӑхӑтра Иван Петрович постра тӑнӑ.  Ҫийӗнчех вӑл  раципе тӑшман атакӑлани ҫинчен командованине пӗлтернӗ, хӑйӗн подразделенине кирлӗ тӗрӗс кӑтартусем пама пуҫланӑ.  Ҫакӑ салтаксен пурнӑҫне ҫӑлма  та, техникӑна упраса хӑварма та пулӑшнӑ.  Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Иван Марин вӑйлӑ аманнӑ, апла пулин те хӑйӗн дивизионне кирлӗ кӑтартусем пама пӑрахман.  Лару-тӑру ҫивӗчленсех пынӑ.  Суранӗсене пӑхмасӑрах Марин капитан БМ-21 кабинине кӗрсе ларма май тупнӑ.  Позицие хӑвӑрт улӑштарса тӑшман танкӗсене хирӗҫ пемелли меллӗ вырӑн тупнӑ.  Расчет наводчикӗпе пӗрле танксене хирӗҫ 40 снаряд кӑларса янӑ, тӑшман техникине пӗтернӗ.  Шел пулин те, йывӑр аманнӑ Иванӑн чӗри 2022 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче ире хирӗҫ госпитальте ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ.

Паттӑр офицер ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ ҫӗрте палӑрнӑшӑн Суворов медальне тата ытти наградӑсене те тивӗҫнӗ.  Пӗрле службӑра пулнисем ун пирки лайӑххине ҫеҫ каласа панӑ.  Вӑл хӑюллӑ та маттур командир пулнине палӑртнӑ.  Салтаксем ӑна хисепленӗ, аслӑ юлташӗ вырӑнне хунӑ.  Вӗсем каласа панӑ тӑрӑх, ирӗке кӑларнӑ вырӑнсене кӗрсен Марин ҫар ҫыннисене хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли пирки тӑтӑшах асӑрхаттарнӑ.  Гуманитари пулӑшӑвӗ килсен те унти япаласене пурне те пӗр пек валеҫсе панине тӗрӗслесе тӑнӑ, юлашкинчен ҫеҫ хӑйне валли мӗн юлнине илнӗ.  Подразделенири пӗрремӗш ҫухату та командир пулнишӗн салтаксем питӗ куляннине палӑртнӑ.  Вӗсемшӗн  И.Марин тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗп ыйтакан командир пулнӑ.  Хӑйӗнчен аслӑраххисем те ӑна ашшӗ вырӑнне хурса сума сунӑ.  

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнчи Ука- зӗпе Иван Марин капитана ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн ятне панӑ.

«Ачаранах вӑл шухӑшӗпе ҫирӗп тӑраканскер пулнӑ.  Пӗчӗк чухнех тӗрӗс- лӗхшӗнччӗ Ваня.  Суяпа ултава кураймастчӗ», — каласа панӑ амӑшӗ Светлана Ивановна.  Ашшӗ те, Петр Сергеевич, ывӑлне вӑхӑтсӑр ҫухатнӑ пирки чунтанах хурланать.  Паттӑрӑн ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗн тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗпе Галинӑпа тата мӑнукӗпе Костьӑпа ҫыхӑну тытсах тӑрать, вӗсем пӗр-пӗрин патне кайсах ҫӳреҫҫӗ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине                   хушӑнакансем хушшинче пирӗн ентешсем татах та нумай.  Вӗсем пурте ҫар тивӗҫне ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыма тӑрӑшаҫҫӗ.  Уйрӑмах паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене пирӗн манмалла мар.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *