Ҫак кунсенче Комсомольски территори уйрӑмӗнчи граждансен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Чи малтанах уйрӑм начальникӗ Мария Илларионова 2019—2022 ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тӗплӗ отчет турӗ.
Хӑйӗн лаптӑкӗпе, ялсен шучӗпе, халӑх йышӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗ чи пысӑкки, кунсӑр пуҫне вӑл округ центрӗ шутланать. Ҫавӑнпа та кунта ӗҫ-пуҫӗ те, татса панӑ ыйту та, кӑҫала валли палӑртнӑ тӗллев те нумай. Тӗрлӗ шайри бюджетран тата пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлама уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫ асӑннӑ тапхӑрта чӑннипех чылай тунӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче ҫӗнӗ ФАП ҫӗклесе хута янӑ. Юсаса тирпейленӗ, ҫӗнӗрен сарнӑ тротуарсен лаптӑкӗ темиҫе пин тӑваткал метрпа танлашать. Вӗсене хӗллехи тапхӑрта юртан тасатса тӑма «Четра» трактор туяннӑ. 10 километр ытла ҫула вак чул сарса хытарнӑ, центрта, ялсен урамӗсенче ҫутӑрах пулма лампочкӑсем вырнаҫтарнӑ. Шыв башнисене юсанӑ, ача-пӑча площадкисем хӑтланӑ. Кану паркӗнче фонтан туса пӗтерсе хута янӑ, тата ытти те.
Йӑлари каяшсене тасатакан сооруженисем кивелни пирки тахҫанах ыйту ҫивӗч тӑрать. Паянхи куна унӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ, вӑраха ямасӑр ӗҫе пуҫӑнмалли юлнӑ. «Вӗсене туса пӗтериччен уйрӑм ҫынсен, предприятисемпе учрежденисен хӑйсем чавнӑ канализаци тытӑмӗсене йӗркене кӗртмелле, ҫӗнӗрен хута каякан сооруженисем ҫумне ҫыпҫӑнма хатӗрленсе тӑмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех 2023 ҫулта Васильевка, Ҫӗнӗ Каҫал, Дубовка ялӗсенчи масарсем патне каякан ҫулсене вак чул сарса хытармалла. Кабалин микрорайонӗнче ача-пӑча площадки хӑтлӑлама палӑртнӑ. Мария Илларионова Антонов микрорайонне те тимлӗхсӗр хӑвармасса шантарчӗ. Палӑртса хунӑ ӗҫ чылай, вырӑнта пурӑнакан халӑх хастар пулсан пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртме пулӗ.
Граждансен пухӑвӗнче патшалӑх органӗсенче тимлекенсем ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Юрий Николаевич кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Комсомольски 2-мӗш шкулӗнче вӗренекенсем 1-мӗш шкула куҫасса, кунта вӗренӳ процесне икӗ сменӑпа йӗркелессе те асӑнса хӑварчӗ. «Хамӑрӑннисен пӑрахмастпӑр» фондӑн администраторӗ М.Прохорова ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшас ӗҫ пирки чарӑнса тӑчӗ.
Л.ШУРЯШКИНА.