Пятница, 19 апреля

Сенатор районта пулнă

Сенатор районта пулнă

Иртнĕ эрнере пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Н.Н.Владимиров пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Н.Осиповпа малтанах Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче комплекслă юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Çавăн пекех Тукайри культура çуртĕнче пыракан строительство ĕçĕсене те çитсе курнă. Ĕçлĕ ушкăн «Кооператор» ОООра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Кооператорсем ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, производство мĕнле пынипе паллаштарнă.

Ĕçлĕ çул çӳрев вĕçĕнче район администрацийĕнче вырнаçнă «Единая Россия» партин  обществăлла приемнăйĕнче граждансене йышăннă. Унта  килнĕ çынсен ыйтăвĕсем çине Николай Николаевичпа Александр Николаевич тулли хуравсем панă. Паян коммуникаци технологийĕ вăйлă аталаннă пулин те куçа-куçăн  тĕл пулса калаçнинчен лайăхраххи çук.

(Хамăр инф.).

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *