Çĕр хăйпе юратса ĕçленине хаклать

«Пур енĕпе те пултаруллă, маттур. Хăйне шаннă ĕçе яланах пахалăхлă та вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн механизаторсем пурте хастар. Пĕрне хурласа теприне уйрăммăн мухтас та килмест. Кăçалхи çураки çăмăлах килмерĕ. Çанталăк условийĕсене пула вăраха тăсăлчĕ. Механизаторсем кашни лайăх çанталăкпа туллин усă курма тăрăшрĕç», — терĕ «Родина» фермер хуçалăхĕн ертӳçи А.Е.Потемкин Михаил Фадеев тракторист пирки сăмах пуçарсан.

Паянхи кун уй-хирти пур ĕç те тĕпрен илсен техника çине тиенет. Çавăнпа та хуçалăхра ăста механизаторсем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  М.Фадеев кунта чылайранпа тăрăшать. Техникăна лайăх ăнланаканскер хăйне çирĕплетсе панă тракторсене яланах юсавлă тытать. Çакă çуркуннехи техника тĕрĕслевĕнчех палăрнăччĕ. Т-150 тата МТЗ маркăллă тракторсене тĕрĕслеве лайăх хатĕрлесе çитернĕччĕ. Çураки вăхăтĕнче Михаил Юрьевич тĕпрен илсен çĕртмене сӳреленĕ çĕрте тăрăшнă. Акакан агрегат хире кĕриччен çĕре хатĕрлесе пыма ĕлкĕрсе тăнă. Хальхи вăхăтра вăл уйра ĕçлекен комбайн патĕнчен тырă турттарнă çĕрте тăрăшать. Çу кунĕсенче хуçалăхра ĕç нумай. Механизаторсен ытти енĕпе те тимлеме тивет% утă-улăм та турттармалла, тислĕк те кăлармалла… Çав вăхăтрах техникăна та куллен пăхса тăни кирлĕ. ,ç тухăçлăхĕ унăн юсавлăхĕнчен нумай килнине лайăх ăнланать Михаил. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ ĕçлекен техника çумĕнче пулма тăрăшнă та вăл, хĕрӳ вăхăтра трактор чăхăмлани пысăк чăрмав кӳнине хăй куçĕпе пĕрре мар курнă. Ĕмĕрĕпех тракторпа ĕçлекен çемье пуçĕ Юрий Германович ывăлне чылай сĕнӳ-канаш панă. Вĕсене пуçа хывса пыни М.Фадеева кулленхи ĕçĕнче чылай пулăшать. Ашшĕ ывăлĕ те хăйĕн çулĕпе кайнăшăн хăпартланать. Çĕр хăйпе пĕлсе те юратса ĕçленине хаклать. Пур ĕçе те вăхăтра та пахалăхлă пурнăçласан çеç пысăк тухăçпа савăнтарать. Çак шухăшсене тĕпе хурса тăрăшать «Родина» хресчен хуçалăхĕн механизаторĕ Михаил Фадеев.

Ю.Гаврилов.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *