Воскресенье, 8 сентября

Ĕçченсем вырмана тухрĕç

Июлĕн 28-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем  кĕрхи тулă вырма тухрĕç.  Вĕсем районта чи малтан вырма ĕçне пикенчĕç.  Уй-хир карапĕсем  кĕрхи туллăн «Марафон» сортне çапса тĕшĕлеççĕ.  Хальлĕхе вырмана 22,5 гектар çинче пурнăçламалла. Пĕтĕмĕшле вара  кĕрхи тулла  800 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле.  

  Агрофирмăра чылай çул ĕçлекен водительсемпе механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр утсене» вырмана  тĕплĕн хатĕрленĕ. Вырма пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесен техника юсавлă пулни, паллах,     питĕ пысăк вырăн йышăнать.  Вĕсем уй-хире çитсен     тӳрех ĕçе пикенчĕç.  Виктор Владимиров комбайнер   «Полесье» караппа  мăнаçлăн тулă тинĕсĕнче шуса иртрĕ, кĕрхи тулла çапса тĕшĕлеме тытăнчĕ.  Аглем Камальдинов   автомашинăпа  тырра пӳлмесене турттарса тăрать. 

— «Сарă ылтăна» уяр çанталăкра пӳлмесене кĕртсе ĕлкĕресси — паянхи кун тĕп вырăнта. Çавăнпа та ĕçченсен пĕр самант та канса ларма вăхăт çук. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ, —  терĕ паллаштарса «Комсомольские овощи» агрофирма директорĕн çумĕ Василий Андреев.

— Вырмана тухрăмăр пулсассăн — çанă тавăрсах ĕçлемелле, уяр кунсемпе туллин усă курмалла. Тырă пучахĕсем тулса йывăрланнă, апла пулсассăн — тухăç пире савăнтарасса шанатпăр, —  терĕ тыр-пул пучахĕсене тĕрĕсленĕ май Зуфар Тимаев агроном.    

Çавна май районти хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри вырма ĕçĕсене пуçлама хатĕрленеççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсен тырă уйĕсем те мăнаçлă комбайнсен шавĕпе, тракторсен, машинăсен кĕрлевĕпе  тулĕç. «Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле» текен каларăша асра тытса ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем уяр çанталăкпа туллин усă курма васкаççĕ. 

 

А.Ефремова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *