Суббота, 7 сентября

Медицина ĕçченне мухтав!

Медицина ĕçченне мухтав!

Районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕ 1985 çултанпа ĕçлет. Кашни çулах 500-е яхăн çын сипленет унта, 350 ытла операци иртет. Коллективра питĕ туслă медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ, тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хирурги уйрăмĕнче нумай çул  вăй хуракансем те йышлă.

Вĕсенчен пĕринпе паллашар-ха, Галина Петровна Дмитриева, 1970 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. 1991 çулта Канашри медицина училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса алла диплом илнĕ. Ун хыççăн Галя Дмитриева Комсомольски районĕн тĕп больницине ĕçлеме вырнаçнă. 1993 çулччен медстатистик пулса вăй хунă. 1993—1998 çулсенче хирурги уйрăмĕнче палатăри медсестра пулса чирлĕ çынсене сыватма пулăшнă. Çак уйрăмрах 2003 çулччен перевязка тăвакан медсестрара тăрăшнă. Кунта ытларах ĕçре тимлĕхе çухатса сусăрланнă, автомобильсем çӳрекен çул çинче аварие лексе аманнă çынсене сипленĕ. Вĕсене пурне те кирлĕ вăхăтра суранĕсене çыхса ямалла, укол тумалла. Унсăр пуçне операци тунă çынсен суранĕсене те вăхăтра сиплемелле.  Нумай çул çĕрлехи дежурствăсене çӳрет Галина. Паллах ĕнтĕ, медицина пысăк яваплăхпа тата çынсене юратнипе çыхăннă. Çак туйăмсене эпир Галина Петровнăра куратпăр.

Тăрăшуллă хĕрарăм 2003—2013 çулсенче операци медсестринче тăрăшнă. Ку тата яваплăрах ĕç. Медсестра — врачăн «иккĕмĕш алăпа куçĕ», врач хушнă мĕн пур тивĕçе пурнăçлакан специалист. Операци ăнăçлă иртесси ăна тума пулăшакан медсестраран та нумай килет-çке. Хирургăн ăста аллисем операцисене вăраха ямаççĕ, Галина Петровна пулăшнипе мĕн тумаллине вăр-вар, тĕплĕн пурнăçлаççĕ.

2013 çултан пуçласа паянхи кунчченех Йăлмахва хĕрĕ паллиативлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕнче палатăри медсестрара ĕçлет,  пациентсене чир-чĕртен сипленме, вĕсен симптомĕсене сирсе яма пулăшать. Специалист чирлĕ çынсене  ыратнине çăмăллатма йăл кулăпа хавхалантарса, çепĕç сăмахсем каласа малалла çирĕп утăмсем тума  пултарнине ăнлантарать.

Галина Йăлмахва ялĕнчи чипер те маттур каччăпа Валерий Дмитриевпа çемье çавăрнă. Çак ялтах çурт-йĕр çавăрнă, икĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Районти тĕп больницăра 30 çул ĕçленĕ аслă категориллĕ медсестра Г.Дмитриева мĕн чухлĕ чирлĕ çынна пулăшу панă пулĕ? Ăна ырми-канми тăрăшса вăй хунăшăн  Комсомольски район администрацийĕн (2017ç.),  ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин (2020 ç.) Хисеп грамотисемпе чысланă.

Маттур та пултаруллă медицина ĕçченне малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр. Кулленхи пурнăçра медицина сестрисене яланах çутă çăлтăр тĕрĕс çул кăтартса пытăр.

  П.ЗАЙЦЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *