Суббота, 7 сентября

Выльăх апачĕ малалла хатĕрлеççĕ

Выльăх апачĕ малалла хатĕрлеççĕ

«Хĕл хырăмĕ пысăк», — теççĕ. Çавăнпа та çуллахи уяр та хĕвеллĕ çанталăкра районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 3260 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. 6600 тонна сенаж, 5454 тонна утă, 4428 тонна силос янтăланă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси те малалла пырать. Хальлĕхе ку ĕçе 300 гектар çинче пурнăçланă. Уй-хирсем тĕл-тĕл сарă тумпа витĕнчĕç. Хуçалăхсем вырмана тухмалли техникăна та хатĕрлеççĕ.

Р.Басников. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *