Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ӳсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пыраççĕ.
Унтан хуçалăхсенчи выльăх-чăрлĕх валли утă хатĕрлеççĕ, ĕçлекенсене валеçсе параççĕ, сенаж хываççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе 2835 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. Хуçалăхсем 4341 тонна утă, 5000 тонна сенаж, 2118 тонна силос хатĕрленĕ. Çавăн пекех çĕрулми лартнă хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» йăранĕсене çырса кăпкалатаççĕ.
Р.Басников.