Суббота, 20 апреля

«Халăх» ята çирĕплетрĕç

Çак кунсенче районти художество пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем «халăх» ята хӳтĕлерĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Культура министерстви кашни виçĕ çулта  йĕркелекен  тĕрĕслеве чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Культура çурчĕн сцени çинче чи илемлĕ те хаваслă юрăсем янăрарĕç,  ташшисем тата мĕн тери илĕртӳллĕ, артистсем вылякан рольсем чуна пырса тиврĕç.

«Каçал» халăх фольклор ансамблĕ (ертӳçи  В.П.Павлов), «Шурăмпуç» халăх   фольклор ансамблĕ (ертӳçи Л.В.Павлова), «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи А.В.Кокшина),    «Çăлкуç» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи Е.А. Маштанова), эстрада студийĕ (ертӳçи В.А.Кокшин), «Мишар» халăх юрăпа ташă ансамблĕ (ертӳçи И.Ф.Хисамов), В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ (режиссерĕ М.П.Волкова) «халăх» ятлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Пурте хăйсен  программисене тивĕçлĕ шайра кăтартрĕç, «Халăх» ятне çирĕплетрĕç. Кашни жанра тимлекен специалистсем çак ĕçе пысăк хак пачĕç,  малалла тата аванрах ĕçлеме сĕнчĕç.

«Пĕрлĕхре — вăй, теççĕ.  Пирĕн ушкăнра вара çакă питĕ уççăн курăнса тăрать.  Ертӳçĕсемшĕн чи пахи вăл паллах, ансамбле çӳрекен кашни юрăç  хăйĕн яваплăхне туйса репетицисене сиктерменни,  ертӳçĕсене ăнланни.  Ку енчен уйрăмах Валентина Шумиловăна палăртса хăвармалла.  Нумай çул культурăпа тачă çыхăнса ĕçленĕскерĕн пуян опычĕ пирĕншĕн питĕ хаклă.  Вăл килнĕренпе ансамбль çĕнĕ сывлăшпа вăй-хал илчĕ. Çакăн пек юрра-ташша парăннă çынсем çинче тытăнса тăраççĕ те ĕнтĕ  районти пултарулăх  коллективĕсем», — каласа парать «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертӳçи Альбина Кокшина.

Чăннипех те пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен, кирек мĕнле ĕç те ăнать.  Акă, çак кун Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Аслă Чурачăкри  ача-пăчан «Тевет» фольклор ушкăнĕ те сцена çине тухрĕ. Çак кун аслисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те  культурăна  чунтан юратнине, юрлама, ташлама ăста пулнине çирĕплетсе  пачĕç.

А.Антонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *