Четверг, 19 сентября

Чылай туянса хума кирлех-ши?

Чылай туянса хума кирлех-ши?

— Кризис текен тапхăра темиçе хутчен те чăтса ирттертĕмĕр, анчах кун пеккине курманччĕ. Усламçăсем хаксене куç умĕнчех ӳстереççĕ мар-и? — тĕлĕннипе тарăхăвне пытараймасăр калаçаççĕ хĕрарăмсем лавккара.

— Лавккара сахăр туянасшăнччĕ. Ценникра 65 тенкĕ тесе çырнă. Туянма тăнăччĕ çеç, сутуçă сахăр  80 тенкĕ пулнине пĕлтерчĕ. Таварĕ çак вăхăтра тиесе килни те мар-çке.   Çаплах хăтланмалла-ши? Куç умĕнчех тавар хакне ӳстермелле-и?

Ун пăшăрханăвне ăнланма пулать. Чăн та, юлашки кунсенче лавккасемпе бакалейкăсенче нумай таварăн хакĕ ӳсни сисĕнет.

Анчах хаксене хамăр ӳстерме пулăшатпăр мар-и? Халăха пăтраштарса янă тейĕн.  Çынсем сахăра, тăвара, кĕрпесене миххи-миххипе, килограмĕ-килограмĕпе туянма тăрăшаççĕ.

Кунашкал пăлханчăк коронавирус  пандеми вăхăтĕнче пулнăччĕ.  Çынсем пĕр-пĕринчен юлас мар тесе сентресем çинчен хуратул кĕрпине тата туалет хутне йăлт тенĕ пек илсе пĕтернĕччĕ. Влаçрисем ку таварсен дефицичĕ пулмассине пĕлтерсен те лаввкара черет тăрсах тавар туянатчĕç. Халь, акă, сахăр тата тăвар чылай туянса  хурас текенсем те нумай. Хăш-пĕр лавккасен сентрисенче вĕсем  курăнмарĕç,  теприсенче, пур пулсассăн та, хакĕ чылай  хут ӳснĕ. 

Халăх ăмăртмалла туяннипе усă курса усламçăсем ун хакне 2—3 хут ытларах ӳстерсе ячĕç. Район центрĕнче  сахăр тĕрлĕ çĕрте 70—86 тенкĕ, тăвар  14—22 тенкĕ тăрать. Раççей Минпромторгĕ хăшпĕр регионсенче  ку тавара сутуçăсем хаклăрах сутас тĕллевпе тонни-тоннипе туянса хунине пĕлтерет.

Тухса тăнă лару-тăрăва кура уйрăм лавкка-сетьсенче вăл е ку тавара пĕр çын пуçне чаруллă сутас  мерăсем те йышăннă.

Сахăр дефицичĕн ыйтăвне Раççей Ял хуçалăх министерствин канашлăвĕнче те сӳтсе явнă. Суту-илӳре ку продукт сахал пулнине сахăр завочĕсем поставкăсен шутне чакарнипе çыхăнтараççĕ.  Çавăн пекех çывăх вăхăтра сахăр дефицичĕ пулмалла маррине, хаксене усламçăсем сывлăшран илсе ӳстерсе янине калаççĕ.

Чăваш ен Экономика аталанăвĕн министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен запасĕпе хакĕсене мониторинг тусах тăраççĕ. Суту-илӳ организацийĕсене хаксене каварлашса тăвассине, вĕсене сăлтавсăр ӳстерессине, рынокри лару-тăрупа усă курса хăйсене кăна усă кӳрессине чармалли пирки асăрхаттарнă. Федераллă суту-илӳ сечĕсем хаксене тăрук  ӳстерсе ярас мар пирки яваплăха йышăннă. «Магнит» тата «Пятерочка» лавккасен склачĕсенче апат-çимĕç таварĕсем, вăл шутра сахăр та, çителĕклĕ пулнине, сентресене куллен кирлĕ таварпа тултарсах тăнине, кирлĕ пулсан вĕсене çийĕнчех кӳрсе килме май пуррине палăртнă.

Сăмах май, çынсем социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем хакланни пирки 8-8352-56-52-42 (ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви) тата 8(8352)62-25-88 (Федераллă антимонополи служби) телефонсемпе шăнкăравласа  пĕлтерме  пултараççĕ.

Мĕн пур ыйтăва Федераллă антимонополи службин Чăваш енри управленине çитереççĕ, вăл вара кирлĕ мерăсем йышăнĕ.

 Çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин профильлĕ комитечĕсем хăшпĕр таварсемпе тивĕçтерӳсен хакĕсене патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе хăйсен сĕнĕвĕсене ĕçе кĕртесшĕн. Вĕсен шучĕпе переченьре апат-çимĕç, ача-пăча таварĕсем, строительство материалĕсем, ял хуçалăх техники, удобренисем, запас пайсем, йăлари хими, выльăх-чĕрлĕх таварĕсем, эмелсемпе медикаментсем пулмалла.

А.Антонова.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *