Понедельник, 16 сентября

Сăвăм пĕлтĕрхинчен ытларах

Сăвăм пĕлтĕрхинчен ытларах

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи мартăн 17-мĕшĕнче пурĕ 35950 килограмм сĕт сунă. Унăн 83,7 процентне е 30100 килограмне патшалăха сутнă. Кашни ĕнерен вăтамран талăкра 17,9 килограмм сĕт сунă.  Çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,9 килограмм ытларах. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн  кăтартăвĕсем чи лайăххисем. Кунти ĕнесем кашни вăтамран талăкра 25 ,3 килограмм сĕт антарнă. «Пайгас»     ЯХПКра ĕнесен йышĕ нумаях пулмасан та сăвăм районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем хушшинче чи  пĕчĕкки. Кунти сăвăм кашни ĕне пуçне 13 килогрампа çеç танлашать.

 Çуркунне çитрĕ пулин те çăва тухиччен вăхăт чылай-ха.  Çавăнпа та пĕрлешӳллĕ хуçалăхсен выльăх апачĕпе лару-тăру мĕнле пулнине шута илсе усă курмалла.

К.Гимальдинов,

район администрацийĕн специалист-эксперчĕ.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *