Суббота, 7 сентября

Йышпа тăрăшсан ĕç ăнать

Пурнăç пĕр самант та вырăнта тăмасть, вĕçĕмсĕр малалла талпăнать. Наука та аталану çулĕпе шав малалла утать. Ял хуçалăх отраслĕ туса илекен продукцийĕсĕр вара яланхи пекех пĕр çын та пĕр кун та пурăнаймасть. Сăпайлă ĕçчен, тăрăшуллă хресчен çĕршывшăн тĕп тĕрев те шанчăк пулнă та, пулать те.

Нумаях пулмасть  «Слава картофелю» агрофирмăра ĕçлекен бригада çыннисемпе курнăçса калаçрăм.  Эпĕ пынă кун тĕлне Йăлмахвара вырнаçнă  çĕрулми упрамалли хранилище пӳлмисем пушаннăпа пĕрехчĕ. Бригада сутлăха ямалли  çĕрулмие суйласа пĕтернĕччĕ. Вырăнта управляющире тăрăшакан Николай Алякин малалла вăрлăхлăх çĕр улми суйлама пикенесси çинчен пĕлтерчĕ.

— Агрофирма  ĕçĕ-хĕлĕн ăнăçлăхĕнче  кашни ĕçченĕн тӳпи пур. Хуçалăх туса илекен продукцин пĕтĕмĕшле тупăшĕн калăпăшĕ ĕçлекенсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет, — терĕ вăл тивĕçĕсене яваплă пурнăçлакан  çынсемпе ĕç такăнмасăр , кал-кал пынине палăртса.

Кунта Йăлмахвасем чылай çул ĕçлеççĕ. Асăннă ялта  çуралса ӳснĕ, Комсомольскинче пурăнакан Николай Алякин бригада ĕçĕпе кăмăллă. Венера Алякина бригадирта ĕçлет. Роза Дмитриева, Алина Яковлева, Валерий Смирновпа Николай Ефремов, Алена Абусева, Герман Ефремов,  Галина Рыжова, Леонид Миронов, Геннадий Яковлев, Михаил Янин, Татьяна Димитриева ĕçченсем тăрăшулăхпа палăраççĕ.

Хирти Мăнтăртан çӳрекенсем çинчен те ырласа калаçрĕ управляющи. Надежда Коновалова, Александра Валетова, Эдуард Валетов, Юрий Александров, Илнар Ахметов, Эльмира Шакурова тата Владимир Григорьев, Сергей Иванов,  Сергей Хораськин, Кайнлăкра пурăнакан Лилия Ахметова, Хирти Сĕнтĕр çыннисем Николай Макаровпа Александр Кутузов шаннă ĕçе яланах яваплă пурнăçлаççĕ.

Тухăçлă ĕçлеме, канăва усăллă ирттерме агрофирмăра пĕтĕм условисем пур. ĕç вырăнĕ тирпейлĕ те таса, кану пӳлĕмĕсенче ăшă та хăтлă. Хĕллехи тата çуллахи ĕç тумĕсем  вăхăтра параççĕ. Рабочисене тӳлевсĕр экскурсисене те илсе çӳреççĕ. Специалистсем сывлăх çирĕплетме санаторие кайма пултараççĕ. Кашни ĕçчен тĕш-тырă, çĕрулми çăмăллăх хакĕпе туянаять, утă-улăмпа та тивĕçтереççĕ.

Хĕлле ĕçченсем эрнере пилĕк кун ĕçлесе икĕ кун канаççĕ.  Хранилищĕне çĕрулмирен пушатсан çийĕнчех тасатса, дезинфекцилеççĕ.  Ака-суха хĕрӳ тапхăрĕнче хĕрарăмсем анасене çумкурăкран, чирлĕ çĕрулмисенчен тасатаççĕ, йĕтемре тырă аллаççĕ, çитĕннĕ пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ çĕре хутшăнаççĕ.  Арçынсем те ĕçсĕр лармаççĕ. Вĕсем  контейнерсем  юсаççĕ тата  ытти ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Агрофирма ĕçченĕсем калаçура ĕç условийĕсемпе тата ĕç укçипе кăмăллă пулнине, ертӳлĕх хăйсене хисепленине кура тата та тăрăшса ĕçлес кăмăл пысăккине палăртрĕç. Килĕшӳпе ăнлану пулни вара хăть мĕнле ĕçре те чи кирли.

С .Ефимова.

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *