Суббота, 7 сентября

33 çемьен ылтăн туй

33 çемьен ылтăн туй

Çирĕп те туслă çемье обществăн тĕрекĕ. Килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ, çĕршывшăн кирлĕ çынсем çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ çемье çуралнине регистрациленипе пĕрлех 50 е ытларах çул алла-аллăн килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене юбилейсемпе чысласси те йăлана кĕнĕ. Чăваш енти ЗАГС органĕсем пуçтарса хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх кăçал 528 мăшăр «ылтăн» /50 çул пĕрле пурăннине/ паллă тăвать. Çак йышран 33 мăшăр пирĕн районта пурăнать. Хырай Ĕнелĕнчи Башкировсем, Дьяконовсем, Çĕнĕ Сĕнтĕрти Зайцевсем, Элпуçĕнчи Сметанинсем, Хирти Выçлинчи Розовсемпе Зайцевсем, Комсомольскинчи Мельниковсем, Ишмуратовсем, Букрееевсем 5 теçетке килĕштерсе пурăнаççĕ. Никитинсем /Дубовка/, Козинсем /Кĕçĕн Каçал/, Козловсем, Денисовсем /Кĕçĕн Çĕпÿел/, Михайловсем /Аслă Çĕрпÿел/, Акчуринсем /Хирти Шăхасан/, Константиновсем /Хирти Мăнтăр/ Черновсем /Йăлмахва/, Сулеймановсем, Сахровсем /Кайнлăк/, Голландцевсем /Хирти Ĕнел/, Быковсем /Хирти Сĕнтĕр/, Смирновсем /Çĕнĕ Кипеç/, Викторовсем /Тукай/, Плешковсем, Крыловсем /Тури Тимĕрчкасси/, Ильинсем /Анат Тимĕрчкасси/, Сафиуллинсем, Зейнетдиновсем, Гайнутдиновсем, Гибатдиновсем /Урмаел/, Гинатуллинсем /Тукай Мишер/, Алякинсем /Аслă Чурачăк/, Галкинсем /Йÿç Шăхаль/ кăçал ылтăн туй паллă тăваççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *