Суббота, 7 сентября

Агрофирма ĕçĕпе паллашнă

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Слава картофелю» агрофирма» ООО-на та çитсе курнă. Вăл çĕрулми тата пахчаçимĕç туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен республикăри чи пысăк предприяти, Раççей шайĕнче те лайăххисен йышĕнче тăрать. Кунта иртнĕ çул 4200 тонна вырнаçмаллăх çĕрулми хранилищи тума пуçланă. «Ăна кĕске вăхăтра хута ярас тесе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Строительство 166 миллион тенке кайса ларчĕ. 4680 тăваткал метр пысăкăш хранилищăн 60 процентне фасовка центрĕ йышăнать. Оборудованисене çулла туяннă, çывăх вăхăтра вĕсене хута яма тăрăшатпăр. Ун хыççăн кунта сезонта 9600 тонна продукци суйласа, çуса ятарлă пакетсем çине тултарса сутлăха ăсатма пуçлăпăр», — каласа пачĕ агрофирма генеральнăй директорĕ Хассиятулла Идиатуллин. Предприяти «иккĕмĕш çăкăр» тата пахчаçимĕç туса илмелли çĕнĕ, малта пыракан технологие алла илме май паракан техника енчен пуян, продукцие упрас енĕпе те пахалăхлă оборудованисемпе усă кураççĕ. Хранилищăсенчи микроклимата тĕрĕс йĕркелени çĕрулмипе пахчаçимĕçе кирлĕ пек упрама тата çулталăк тăршшĕпех сутлăха пахалăхлă продукци кăларма май парать. «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕ республикăри виçĕ районти тăватă ял хуçалăх предприятине пĕрлештерсе тăрать: «Слава картофелю» агрофирма, «Слава картофелю — Канаш», «Комсомольские овощи», «Слава картофелю — Яльчики».
Регион Пуçлăхĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май кунта паянхи технологипе анлăн усă курнине, ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртнине ырланă. Агрофирма пек продукцие тирпейлесе сутлăха кăлармалли тухăçлă проектсемпе ĕçлекенсене правительство пулăшма тăрăшнине палăртнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *