Суббота, 7 сентября

Тăван чĕлхе малашлăхĕ пирĕнтен килет

Тăван чĕлхе малашлăхĕ пирĕнтен килет

«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл — тăван чĕлхе. Унра Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», — тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академикĕ Г.Н.Волков.
Февралĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турăмăр. Çак куна халалласа Нĕркеçри вăтам шкулта «Çунатлă çамрăклăх» радиожурналăн черетлĕ кăларăмĕ иртрĕ.
Çамрăк журналистсем тĕнчере чи анлă сарăлнă чĕлхесем пирки каласа пачĕç. Китай чĕлхипе 650 миллион çын, акăлчанла — 295 миллион, вырăсла — 200 миллион, чăвашла — 2 миллион ытла çын калаçнине пĕлтерчĕç. Пирĕн чăваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче ырă ятлă пулнине палăртса хăварчĕç.
— Шел пулин те, Раççейре вилсе пыракан чĕлхесем те пур. Хăш-пĕр чĕлхепе 10 е ытларах çын çеç калаçать, вĕсем те ватăсем кăна. Ку питĕ шиклентерет, паллах. Кашни халăх чĕлхи — пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш.., — пĕлтерчĕç ачасем.
Эпĕ радиожурнал корреспонденчĕ пулнă май тăван чĕлхе темипе чăваш чĕлхипе литература учителĕпе тĕл пулса калаçрăм. Атте-анне чĕлхи мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕпе шăпи çинчен аса илтерсех тăнă пирки тата тăван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те, çĕрне-шывне те юратма пултарайманни пирки каларĕ Нина Ивановна. Çавăн пекех тăван чĕлхе — тăван халăхăн иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ пулнине тата çав çăлкуçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлÿ илсе ÿсни çинчен асăнчĕ. «Манăн чĕлхем малалла та янăрасса, вăл çĕр çинчен çухалмасса шанатăп», — терĕ хавхаланса вĕрентекен.
Шкул ачисем сăвăсем вуларĕç. Радиожурнала ертсе пыракансем итлекенсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне те тĕрĕслерĕç.
«Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, аталантăр. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!» — тесе вĕçлерĕ передачăна Софья Воронова.
«Кашни çыннăн хăй тăван чĕлхишĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Чĕлхе пурăнсан халăх малашлăхĕ пур», — тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.
Д. ШАТИЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *