Суббота, 7 сентября

100 ачана савăнтарнă

100 ачана савăнтарнă

Пурнăç кустăрми тĕрлĕрен кусать, кашни çыннăн хăйĕн шăпи, ăраскалĕ. Ача çурчĕ- семпе интернатсенче пурăнакан ачасене тимлĕхпе çывăх çынсен ăшши çитмест. Çак ачасене савăнăç кÿме тăрăшакансем сахал мар. Манăн сăмах Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Васса Андреевна Баранова çинчен пырĕ.
90 çултан иртнĕ кинемей пĕчченех пурăнать. Икĕ ывăлĕ те вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Васса аппа вĕсене кунсерен аса илет, вăхăт чылай иртнĕ пулсан та куçĕсем шывланаççĕ. Юрать-ха Аркаш пиччĕшĕн ывăлĕ тата Санька тетĕшĕн кинĕ кашни кунах пырса кинемее пулăшаççĕ. Çавăнпа та пуль унăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. «Ытларах ырă тăвасчĕ-ха çынсене. Çулла вăхăт иртнине сисместĕп те, хĕлле тунсăх ан пустăр тесе алă ĕçĕ тума пикенетĕп. Хама нумай кирлĕ мар, тăлăх ачасене хĕрхенетĕп. Акă 10 мăшăр нуски çыхса хутăм-ха. 100 ытла ачана савăнăç парнелерĕм ĕнтĕ кăçал, Еля кин те пулăшать», — тет Васса аппа. Куçĕ япăх курнă пирки куç шутласа çыхать кинемей.
«Ялсенче пурăнакансем ман пуçарăва йышăнса тăлăх ачасем валли алсиш-чăлха, шапка-шарф çыхса парсан, ман кăмăл татах та туллирех пулĕччĕ», — терĕ Васса Андреевна мана ăсатнă май. Васса аппа çыхнă япалисене ачасем патне халиччен Виталий атте амăшĕ пулăшнипе Тăвай районĕнчи халăха пулăшу паракан уйрăм урлă çитернĕ. Хамăр районти уйрăм урлă ĕçлесен питĕ аван пулмалла тесе шутлатпăр.
А.ТРОФИМОВА,
Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *