Суббота, 7 сентября

Ревокат Моисеев: «Каçал тăрăхĕ – манăн тăван ен»

Ревокат Моисеев: «Каçал тăрăхĕ – манăн тăван ен»

Район хаçачĕн çывăх тусĕ, ĕç тата вăрçă ветеранĕ, Комсомольскинче пурăнакан Ревокат Прохорович Моисеев февралĕн 10-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Пĕр ĕмĕр тăршшĕ пурăнса ун йывăрлăхсене те чăтса ирттерме тивнĕ, хуйхи-суйхине те, савăнăçне те чылай курнă. Шупашкар районĕнчи Шарпаш ялĕнче çуралнă пулин те унăн кун-çулĕн ытларах пайĕ Комсомольски районĕпе çыхăннă.
Ачалăхĕ Ревокат Прохоровичăн çăмăлах килмен. Ултă çулта ашшĕне çухатать, вун виççĕ тултарсан амăшĕ чирлесе пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлать. Виçĕ ачаллă çемье хăр тăлăха тăрса юлать. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех çăкăр татăкĕн хакне аван пĕлсе ÿснĕ вăл. Ачаранах пĕлÿшĕн çунаканскер пуçламăш шкула лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтернĕ. Малалла пĕлÿ илес ĕмĕтпе вăтам шкула та кайнă вăл, анчах та тÿлеме укçа пулманнипе ăна пăрахма тивнĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Пултаруллă çамрăка ертÿçĕ-сем колхоз шкулне вĕренме янă. Унтан «колхоз бухгалтерĕ» квалификаци илсе çуралнă тăрăха таврăннă. Вун улттă та тултарман çамрăк хуçалăхра тĕп бухгалтер пулса ĕçлеме пуçланă. Каярахпа Р.Моисеев Шупашкарти çăкăр заводĕнче те шут ĕçĕнче тăрăшать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă тĕле вăл вунтăхăр çул тултарнă. Каччăна çара илнĕ, Шупашкарта çыхăну ĕçне вĕрентнĕ хыççăн фронта ăсатнă. Пĕрремĕш вăйлă çапăçăва 1942 çулхи август уйăхĕнче Жиздра юханшывĕ патĕнче кĕрет. Ун хыççăн Орел тата ытти хуласем çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнать. Связист пулнă май ун çыхăнăва йĕркелесе тăмалла пулнă. Пĕрре мар вут-çулăм айĕнче хырăмпа шуса кабель татăлнă вырăна шырама кайма тивнĕ. Курск пĕккинчи хĕрÿ çапăçусене те хутшăннă вăл. Дивизи атакăна кайсан Р.Моисеев вăйлă аманать. Санбата лекет, малтан хирти госпитальте, кайран Новосибирскри госпитальте чылай вăхăт сипленет. 1944 çулта тăван тăрăха таврăнать. Ялта счетоводра, Перекет банкĕн Ишлейри уйрăмĕнче кредит инспекторĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах Шупашкарти кредит инспекторĕсем хатĕрлекен курсра пĕлĕвне малалла ÿстерет. Пĕтĕм Союзри финанспа кредит техникумне вĕренсе пĕтернĕ. 1956 çул вĕçĕнче Ревокат Прохоровича Комсомольскинчи Перекет банкĕн управляющийĕ пулма çи- рĕплетеççĕ. Çак вăхăтран пуçласа унăн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн тăрăхпа тачă та уйрăлми çыхăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен банк управляющийĕнче тăрăшса вăл хăйне пултаруллă ертÿçĕ, финансист пулнине çирĕплетсе панă. Хăй те пысăк яваплăха туйса ĕçленĕ, ыттисенчен те çавнах ыйтнă. Хастар ĕçшĕн Р.П. Моисеева «СССР Госбанк отличникĕ» хисеплĕ ят панă, вăл çĕршыв, республика шайĕнчи нумай-нумай наградăсене тивĕçнĕ. Ун ятне Госбанк кантурĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Тивĕçлĕ канăва кайсан та алă усса ларман ветеран. Районти обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Нумай вăхăт районти ветерансен Советне ăнăçлă ертсе пычĕ. Кунта та вăл хут çинчи ертÿçĕ çеç пулман, тăтăшах ĕç коллективĕсене çитетчĕ, ветерансен пуçламăш организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленсех тăратчĕ, ватăсемпе курса калаçатчĕ.
Ревокат Прохоровича эпĕ 30 çул ытла пĕлетĕп. 90-мĕш çулсенче вăл редакцире творчествăлла ĕçченсем çитмен чухне корреспондент пулса та пĕрер уйăх ĕçленĕ. Мана вăл экономика тематикипе статьясем мĕнлерех çырмаллине, хуçалăхсен укçа-тенкĕпе, производство кăтартăвĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене тишкерсе еплерех çутатмаллине тĕплĕн ăнлантарса панăччĕ. Ун хыççăн ăна тăтăшах курса тăнă. Мĕншĕн тесен Ревокат Прохорович редакцие килсе кайман кун пулман та пулĕ. Яланах тенĕ пек машинкăпа тирпейлĕ çапса хатĕрленĕ пĕр-пĕр материал илсе килетчĕ. Районти ятлă çынсем, сумлă ветерансем пирки çырнă статйисене, пурнăçри тÿнтер енсене питлекен юморескăсене хапăлласах вулатчĕç. Р.Моисеев хаçат-журналпа ачаранах туслашнă та мĕн пурнăç тăршшĕпех унран уйрăлмасть. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл стена хаçачĕн редакторĕ те, драмкружок ертÿçи те пулнă. 1936 çулта республикăри «Пионер сасси» хаçатра пĕрремĕш заметки пичетленсе тухнă. Ун хыççăн вăл çырас туртăма çухатман, аталантарсах пынă. Республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕсен йышĕнче пулнă. «Капкăн» журнал та унăн фельетонĕсемпе кулăшла калавĕсене хапăлласах пичетленĕ. Пултарулăхне асăрхаса район хаçачĕн редакцийĕ Р.Моисеева СССР Журналистсен членне кĕме сĕннĕ. 1960 çулта ăна çакна çирĕплетекен удостоверени панă. «Октябрь ялавĕ» /«Каçал ен»/ хаçатра вăл Рев. Рубин ятпа та нумай хайлав пичетлесе кăларнă.
Пичет ветеранĕ 90 çултан иртсен те тăван район хаçачĕпе çыхăну тытма пăрахман. 2014 çулта ăна республикăра пуçласа «Халăх корреспонденчĕ» хисеплĕ ят панă. Çакна вăл чăннипех те тивĕçлĕ. Шкул çулĕсенчен пуçласа паянхи кунччен, пурĕ 86 çул вăл республикăри хаçат-журналпа çыхăну тытать.
Ревокат Прохоровичăн мăшăрĕ те, Любовь Григорьевна, банкра ĕçленĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, 1991 çулта мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Йывăр хуйхăпа хуçăлса ÿкмен вăл, малаллах ăнтăлнă. Пурнăç илемне курса пурăнать вăл. Хĕрĕсем, мăнукĕсем, мăн мăнукĕсем хавхалантарса, çунат парса пыраççĕ ăна. Р.Моисеев эрех-сăра пачах та ĕçмен теме çук пулин те, унпа туслă пулман, пирус мăкăрлантарман. Çуран çÿреме юратать. Час-часах вăл вăрмана кăмпа-çырлана кайса çÿренĕ, Кĕтне юханшывĕ хĕрринче пулăра ларнă. Тăхăрвунна çитсен те хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр сырса уçă сывлăша тухма хевте çитернĕ вăл. Сакăрвуннăра чухне хĕл каçа 250 çухрăм ытла йĕлтĕрпе ярăннине, ирсерен 10—15 минут зарядка тунине, уçă сывлăшра çÿ-реме тăрăшнине калатчĕ. Мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнни, хусканусем ытларах тума тăрăшни, çуран çÿреме юратни Ревокат Моисеева çĕр çула çитме май панă. Ăна пысăк юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Сирте вăй-хал ан иксĕлтĕр, çĕнĕ кун çĕнĕ савăнăç илсе килтĕр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *