Суббота, 7 сентября

Чир каварлансах пырать

Чир каварлансах пырать

Кунсеренех эпир коронавирус енĕпе лару- тăру лайăх енне улшăнасса шанатпăр. Анчах та чир лăпланма шутламасть, малаллах хăйĕн усал ĕçне тăвать. Халĕ вара халăха чирĕн «омикрон» штамĕ хăратать. Ун пирки тĕплĕнрех пĕлес шутпа районти тĕп больницăн врач- инфекционисчĕпе Надежда Николаевна Михайловапа курса калаçрăм.
— Надежда Николаевна, «омикрон» штамăн паллисем пирки тÿрех ыйтам-ха.
— Вĕсем çиелтен пăхсан ОРВИ чирĕ евĕрлех темелле. Ÿт температури ÿсет, сунас, пыр ыратать, ÿсĕрттерет. «Дельта» штамм вăхăтĕнчи пек шăршă туйманни, апат тутине пĕлменни пулмасан та пултарать. Çавăнпа та тÿрех «омикрон» штамм лекнĕ тесе палăртма çук. Сирĕн сезонсенче лекекен грипп чирĕ те пулма пултарать. Лабаратори тĕпчевĕсĕр коронавирусăн çак штамĕпе чăннипех те чирлĕ тесе çирĕплетейместĕн. Хăш-пĕр пациентсен температури чакать, ачасен ÿчĕ çине вĕтĕ шатра тапса тухать. Çавăнпа чылайăшĕ çак чире çăмăллăн ирттерсе ярать. Анчах та «омикрон» ÿпкене тата сывлăш çулĕсене /бронхсене/ хăвăрт сиенлет. Çавăнпа та сывлăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
— Çын хăйĕнче çак паллăсене асăрхасан унăн мĕн тумалла?
— Каларăмăр ĕнтĕ, ÿслĕк ерсен, сăмса юхсан, пуç ыратсан çакă «омикрон» штамĕпе чирлине пĕлтермест-ха. Çавăнпа та килте лармалла, çынсемпе хутшăнма тăрăшмалла мар. Медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Тепĕр чухне, вăхăтра та пĕлсе сипленмесен грипп чирĕ те организма пысăк сиен кÿме пултарать. «Омикрон» чирĕн паллисем организма лекнĕ хыççăн 1—6 кунтан палăраççĕ. Çĕнĕ штамм хăвăрт саланса аталанма пултарнине кура симптомсем чир лексен тепĕр кунах е тепĕр кун иртсен те палăрма пултараççĕ.
— КОВИД-19 чирĕнчен тунă тест хăш вăхăтран çын чăннипех те, «омикрон» штамĕпе чирлине çирĕплетме пултарать?
— Чир лексен 1—6 кунран тĕрĕслеттернĕ хыççăн тест çын чирлине кăтартать. Коронавирусăн ытти штамĕсем пекех «омикрон» та сывлав органĕсем урлă сарăлать.
— Апла пулсан асăрхану мелĕсем çавсемех юлаççĕ пулĕ;
— Яппун ăсчахĕсем палăртнă тăрăх çĕнĕ штамм çынран çынна ун умĕнхисенчен тăватă хут хăвăртрах куçать. Çавăнпа та юнашар ÿсĕрекен, сунаслакан тăрсан чир ерес хăрушлăх темиçе хут пысăкрах. Çынсем нумай çÿрекен вырăнсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Маскăсем тăхăнмаллине, алăсене дезинфекцилекен хатĕрсемпе çумаллине, дистанци тытмаллине никам та пăрахăçламан. Çав йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.
— Коронавируспа чирлесе ирттернисем хăйсене вăл чир текех хăратмасть тесе лăпланаççĕ…
— Вирус организма лексен наркăмăшлă япаласем /токсинсем/ нумай сарать. Вĕсем хавшакрах органсене хăйсен витĕмне кÿме пултараççĕ. Тĕпчевсем коронавирусран сывалнă хыççăн 12 эрнерен çак чирпе чирленисен 80 проценчĕн ÿпкĕлевсем пур. Вĕсем хăвăрт ывăннине, ĕçлес туртăм чакнине, тимлĕх çухалнине, манакан пулнине пĕлтереççĕ.
— Ватă çынсем коронавирусран вакцинацилессине хирĕç пулнине хăйсем ниçта та тухса çÿременипе, килте çеç ларнипе сăлтавлаççĕ.
— Чире ертме нумай вăхăт кирлĕ мар. Ватă çын пачах çынсемпе тĕл пулмасăр пурăнмасть-çке. Вирус ачисенчен, мăнукĕсенчен, почтольонран та лекме пултарать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавируспа чирлесе вилекенсен 80 проценчĕ е ытларах та 60 çултан иртнĕ çынсем. Вĕсен организмĕ хавшанă, çавăнпа вĕсене вакцинаци юрамасть тени йăнăш шухăш. Шăпах ватă çынсемшĕн вирус ытларах хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
— Надежда Николаевна, районти лару-тăру еплерех. Чирлисем йышлă-и?
— Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, коронавирус чирĕ лăпланма мар сарăлсах, вăйлансах, каварлансах пырать. Республикăра юлашки кунсенче талăкра 1000 çын чирли паллă. Çак кăтарту 2 çул хушшинче пачах та пулман. Çынсене сиплеме республикăра 1500 вырăн хатĕрленĕ. Анчах та килте сипленекенсем те йышлă. Тĕслĕхрен, паянхи кун районта пурăнакан 312 çын килте, 51 çын — больницăра выртать, пурнăçран уйрăлнисем — 4 çын. Чирлекенсем хушшинче тĕпрен илсен прививка тутарманнисем. Вируса пула пурнăçран уйрăлакансем те вакцинациленменнисем. Çакăн пирки шухăшласа пăхса район çыннисем тĕрĕс утăм тăвасса шанатăп. Паянхи кун унран сыхланмалли чи лайăх мел — вакцинаци тутарни. Район больницинче вакцина çителĕклĕ. 12—18 çулхи çамрăксем валли те «Спутник-М» вакцина кÿрсе килнĕ, хальлĕхе 8 ачана вакцинациленĕ. Мобильлĕ ушкăнсем ялсене те тухса çÿреççĕ. Çынсене сывлăхне упрама сĕнетĕп.
Ю.ГАВРИЛОВ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *