Воскресенье, 28 апреля

Инвалидсене те ĕçе илмелле

Инвалидсене те ĕçе илмелле

2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса устав капиталĕнче Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен пайĕ пур патшалăх тата муниципаллă организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсен йышĕ 25 çынран иртет пулсан инвалидсене ĕçе вырнаçтармалла. Вĕсене валли кирлĕ условисем туса панине «Работа в России» порталта пĕлтермелле. 2022 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен сусăрсене ĕçе вырнаçтарнине официаллă документсемпе çирĕплетмелле.
Аса илтеретпĕр, коллективра 100 ытла çын ĕçлесен инвалидсем валли 3 процент, 35 çын ытла пулсан 2 процент квота пулмалла.
Е.ЖУКОВА,
ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *