Суббота, 7 сентября

Çирĕп çыхăну тытатчĕç

Çирĕп çыхăну тытатчĕç

Кирек мĕнле хаçат та, республикăра-и вăл, районта тухса тăрать-и — обществăлла корреспондентсемсĕр хăйне чухăнрах туять. Мĕншĕн тесен штатри журналистсем тем пек тăрăшсан та кашни ял пурнăçне, унта куллен пулакан улшăнусене пĕлсе тăраймаççĕ. Ялкорсем, юнкорсем хăйсем пурăнакан вырăнти лару-тăрăва лайăхрах кураççĕ, пĕр ялти çынсене аван чухлаççĕ. Çавăнпа та вĕсенчен çитнĕ информаци пысăк пĕлтерĕшлĕ.
1980—90 çулсенче район хаçачĕпе тачă çыхăну тытакансем чылайăнччĕ. Вĕрентекенсем шкулсенчи ĕç-хĕле çутатсах тăратчĕç, çак ĕçе пултаруллă вĕренекенсене те явăçтаратчĕç. Аслă Чурачăк, Хирти Явăш, Çĕнĕ Мăрат, Хырай Ĕнел вăтам, Хырхĕрри, Анат Тимĕрчкасси, Тукай тĕп тата ытти шкулсенчен те ачасем хыпарсем ярсах тăратчĕç. Хастар юнкорсенчен хăшĕ-пĕри ÿссен хăйсен пурнăçне журналистикăпа та çыхăнтарчĕç. Учительсенчен Г.Алексеева /Хырай Ĕнел/, А.Ежергина /Анат Тимĕрчкасси/, Е.Яндрова /Хырхĕрри/, О.Сергеева, А.Можаева /Аслă Чурачăк/, В.Петров /Комсомольски/, В.Кириллов /Тăманлă Выçли/ хаçатăн çывăх тусĕсем пулнă. Район, ялсен, предприятисен историйĕпе çыхăннă статьясем Г.Агафонов /Элпуç/, А.Краснов /Улатăр/, П.Таллеров /Шупашкар/, Викторпа Григорий Басниковсем /Çĕнĕ Мăрат/ çырса редакцие илсе çитеретчĕç. Çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе Комсомольскинче пурăннă Б.Кокоревăн статйисем пысăк пĕлтерĕшлĕччĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсен В.Воронковăн, А.Артюшкинăн /Комсомольски/ хайлавĕсем ытларах кăмăл-сипет, ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерес енĕпеччĕ. А.Васильев /Комсомольски/ редакцие сывлăха сыхлас, чир-чĕрпе кĕрешес ыйтусемпе çырнă статьясем кĕртсе паратчĕ. «Дружба» колхозăн ĕçĕ-хĕлĕпе Е.Иванов ялкор паллаштарсах тăратчĕ. Тĕрлĕ çулсенче хаçатпа Р.Муллин, Х.Минетуллин /Чĕчкен/, С.Краснов /Йÿç Шăхаль/, Г.Такин, В.Ласточкина, В.Бахматова, Р.Моисеев /Комсомольски/, А.Кокорев /Кĕçĕн Каçал/, И.Мочалов /Канаш/ хастар çыхăну тытнă. Ку статьяра хаçата çырса тăнă пур ялкор, юнкор ятне асăнса та пĕтерейместĕп. Вĕсем питĕ йышлăччĕ. Пĕр ялтан, шкултан темиçен те заметкăсем, статьясем çырса ярса хыпарсемпе паллаштаратчĕç.
Юлашки вăхăтра ялсенчен хыпарлакансем сахалланчĕç. Çакă çĕршывра коронавирус чирĕ алхаснă май халăха йышлă пуçтарса йĕркелекен мероприя- тисем ирттерме чарнипе те пăртак çыхăннă пулĕ. Ялсенче ĕçчен, пултаруллă çынсем те пур-çке. Вĕсем çинчен каласа парсан та аван пулĕччĕ. Шкулсенче те мероприятисем йĕркелемесĕр тăмаççех. Сăвă-калав çыракансем те пурах ĕнтĕ. Сиртен хыпарсем кĕтетпĕр. Хăвăр хайлавăрсене редакцине электронлă почтăпа ярса пама пултаратăр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *