Понедельник, 16 сентября

Питĕр чăвашĕсем те диктант çырнă

Питĕр чăвашĕсем те диктант çырнă

Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери «Пысăк этнографи диктанчĕ» акци иртнĕ. Ленинград облаçĕнчи туслăх çуртĕн- че çак кун ятарлă лапам ĕçленĕ. Унта регионти наципе культурăн обществăлла организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Ленинград облаçĕнчи Чăваш культура обществин хастар членĕсем этнодиктант çырассине хапăлласах йышăннă. Акцие санитарипе эпидемиологи нормисене çирĕппĕн пăхăнса йĕркеленĕ. Диктант çыракансем хушшинче Чăваш наци конгресĕн полномочиллĕ представителĕ Валериан Гаврилов, Чăваш культура обществин председателĕн çумĕ Евгений Павлов, «Союз женщин Чувашии» обществăлла организацин Санкт-Петербургри уйрăмĕн членĕ Оксана Гаврилова тата шыври поло енĕпе Олимп чемпионки Анастасия Симанович пулнă.
Диктанта хутшăнакансем 30 ыйту çине хуравланă. Кашни хутшăнакана миçе балл пуçтарнине палăртакан сертификат панă.
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *