Воскресенье, 10 ноября

Яланах туслă пурăнар

Яланах туслă пурăнар

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче 2005 çултанпа Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăватпăр. Пысăк уяв пулнă май çак кун канатпăр. Аслăрах ăрури çынсем хушшинче ноябрь уйăхĕнчи канмалли куна унчченхи ноябрĕн 7-мĕшĕнчи Октябрьти аслă революци уявĕпе пăтраштаракансем те пур-ха. Анчах та Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ çак уяв пĕлтерĕшне ăнланса анлăн паллă тăвать.
Раççей — нумай нациллĕ çĕршыв. Унта 100 ытла чĕлхепе калаçакан çынсем пĕрле ĕçлесе, хутшăнса пурăнаççĕ. Çавăнпа та ку уяв пирĕн çĕршывшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей шайĕнче пысăках та мар лаптăк йышăнакан Чăваш Республикинче те тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пурăнать. Вĕсене пĕрлештерсе пĕр чăмăра пуçтарас тĕллевпе 2017 çулта Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне уçнă. Çакă пирĕн тăрăхра пурăнакан, ĕçлекен, вĕренекен çынсене пĕрле пуçтарăнса калаçма, хăйсен татса паман ыйтăвĕсене сÿтсе явма, пĕр-пĕрин шухăшĕсене пĕлсе тăма май парать.
Чăваш халăхĕн историне, йăли-йĕркине тишкерсе пăхсан та уявсене те, ĕçсене те пирĕн пĕрле тăвасси тĕп вырăнта пулнă. Шел пулин те, халĕ пĕчĕккĕн пирĕн йăларан, калаçуран та тухса пыракан ниме çухалса пырать. Çухалса пырать тени тĕрĕсех те мар пулĕ, ăна эпир хамăрах пĕтеретпĕр. Пĕр ялта пурăнакансене çеç мар, кÿршĕсене те, тăвансене те тÿлемесĕр пулăшма васкамастпăр. Пирĕн пурнăçра тĕп вырăна укçа тухса тăчĕ. Пурне те ун хакĕпе виçетпĕр. Пирĕн мăн асаттесем халĕ эпир пурăнакан вырăнта ĕмĕрсем хушши кашласа ларнă йывăçсене кăкласа ялсем пуçарса янă чухне пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Ушкăнпа малтан пĕрин валли çурт хăпартнă, кайран теприне пÿрт туса панă. Пĕрле пĕве пĕвеленĕ, кĕперсем тунă… Çак ырă йăла ламран лама куçса пынă. Хальхи пурнăçра кирлĕ мар пулса юлчĕ-ши çакă? Чăвашсем ушкăн ĕçĕн пĕлтерĕшне пирĕн пата халĕ эпир «ваттисен сăмахĕсем» текен каларăшсем урлă çитернĕ. «Ырă кÿршĕ тăванран та çывăх», «халăх сурать — кÿлĕ пулать, пĕччен сурать — типсех пырать». Ун пек каланисене темĕн чухлĕ илсе кăтартма пулать. Вĕсем ахальтен çăвар вылятмалла персе янă сăмахсем мар, вĕсенче тарăн пĕлтерĕш пытаннă. Пирĕн мăн асаттесем хăйсен йăхне малалла тăсакансем савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та, вăйă-кулăра та, ĕçре те пĕр-пĕрне тĕрев парса пурăнма суннă.
Пĕрлĕхре — вăй. Çакна çĕршыв историйĕ те аван кăтартса парать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕтĕм халăх кар тăнипе çеç хаяр тăшмана парăнтарма пултарнă. Ача-пăчаран пуçласа ватти-вĕтти таран çĕнтерĕве çывхартнă. Кăçал республикăра Сăрпа Хусан тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкне паллă тăватпăр та, унта тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ алла-аллăн шартлама сивĕре тăрăшнине пĕлетпĕр. Вĕсем пĕрле, пĕр тĕллевпе тар кăларса пысăк ĕç тунă.
Уяв кунне ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тунин историйĕ татах та каярах ĕмĕрпе çыхăннă. 1598 çулта Рюриковичсен династийĕнчи юлашки патша вилнĕ хыççăн Раççейре пăлхавăрлă вăхăт пуçланнă. Хăйне патша вырăнне хуракансем улшăнсах тăнă, вăрă-хурахсем алхаснă, выçлăх хуçаланнă. Çĕршыври йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тесе К.Минин тата Д.Пожарский пĕтĕм Раççей çыннисене тăшмана хирĕç çĕкленĕ. 1612 çулхи нябрĕн 4-мĕшĕнче халăхăн тĕрлĕ сийĕнчен тăракан 10 пин ытла çынлă ополчени поляксен интервенчĕсене Мускавран хăваласа янă. Патшана Романовсен династине пуçарса яракан Алексей Михайлович ларнă.
Çак кунах Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн кунне те уявлаççĕ. Вăл ополченири çынсене интервентсене хăваласа яма вăй парса тăнă тесе шутлаççĕ. 1649 çултах Алексей Михайлович ун ячĕпе чиркÿпе патшалăх уявĕ тăвасси çинчен указ кăларнă пулнă.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне çĕршывра çулсеренех анлă паллă тунă. Мероприятисене çынсем хастар хутшăннă. Кăçал уяв чарусем тĕлне лекрĕ. Апла пулин те çĕршывра, республикăра, районта та ăна уявлаççех. Мероприятисем онлайн майĕпе иртĕç.
Паянхи кун çĕршыв умĕнче тепĕр «тăшман» — коронавирус чирĕ. Ăна хирĕç те яланхи пекех халăхăн пĕрле кĕрешмелле. Пурте сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнса пурăнсан, прививка тутарсан çеç эпир ăна малалла сарăласран чарса лартма пултарăпăр. Яланхи пекех пĕрле пулар.
Ю.ГАВРИЛОВ хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *