Понедельник, 16 сентября

Вута шывпа сÿнтереççĕ, ăспа – асăрхаттараççĕ

Вута шывпа сÿнтереççĕ, ăспа – асăрхаттараççĕ

Редакцие Шурутра пурăнакан Петр Михайлович Белкин шăнкăравларĕ. Вăл октябрĕн 19-мĕшĕнче ирхине икĕ сехетсенче кÿршĕ хуçалăхра пушар пулни тата ăна Шурутри ирĕклĕ пушар хăрушсăрлăх командин вăйĕпе сÿнтерни çинчен каласа пачĕ. Ватă çын пушар сÿнтерекенсене мухтаса та ырласа калаçрĕ, яланах хăвăрт ĕçленĕшĕн Шурутра тата таврари ялсенче пурăнакансен ятĕнчен тав турĕ. Петр Михайлович «хĕрлĕ автан» шар кăтартнин сăлтавĕ ытларах чухне уйрăм хуçалăхсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни пулни çинчен пăлханса калаçрĕ.
«Урожай» колхозри пушар сÿнтерекенсен ущкăнĕ виçĕ çынран тăрать. Анатолий Васильевич Каторгин асăннă ĕçре 30 çула яхăн тăрăшать, Иван Михайлович Шакмаков — 20 çул ытла, Петр Анатольевич Ишуткин — 4 çул. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тивĕçĕсене пурнăçлакан ĕçтешсем хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче сменăран тухсан тăван колхоз уй-хирĕсенче те ĕçлесе ĕлкĕреççĕ. Çакă вĕсене ял-йыш лăпкă пурнăçĕшĕн яланах сыхă пулма пĕрре те чăрмантармасть.
Ятарлă машина пулманран ун вырăнне бензовозпа усă кураççĕ. Пушар сÿнтерекенсен ятарлă тум-тир çукки тата ытти йывăрлăхсем пулсан та ирĕклĕ пушар сÿнтерекен команда хăйсене шанса панă тивĕçсене яваплă пурнăçлать. Асăнса хăвармалла, «Бензовоз» автомашина 1985 çулхиех. Техника ĕмĕрĕ çыннăннипе танлаштарсан чылай кĕскерех пулнине шута хурса команда ăна куç шăрçи пек упрать. Вăхăтра юсаса, лайăх пăхса тăракан тахçанах «тивĕçлĕ кану» ÿсĕмне çитнĕ пулсан та, машина хуть хăш самантра та çула тухма хатĕр тăрать.
«Çулăм лайăх тарçă, анчах япăх хуçа» тенĕ халăхра ĕлĕкрен. Унпа пĕлсе усă курмалла — ирĕке ярсан пĕр пĕчĕк шăрпăк пĕрчи те вăрмана çунтарать. Пушар сÿнтерекенсем калаçура кашни çын вут-çулăмпа асăрхануллă пулни, электроприборсемпе тата «кăвак çулăмпа» усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнни хамăр пурнăçа, пурлăха упрани çинчен асăрхаттарчĕç. Çавăн пекех вĕсем патшалăх енчен пулăшу пулсан ĕç хăвăртлăхĕ нумай хут ÿсессине те асăнса хăварчĕç. «Урожай» колхоз ертÿлĕхне яланах пулăшу пама хатĕр пулнăшăн тав турĕç.

С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *