Суббота, 7 сентября

Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртмелли çул-йĕр шыраççĕ

Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртмелли çул-йĕр шыраççĕ

Çанталăк кунсеренех хĕл патнелле çывхарса пырать. Выльăх-чĕрлĕх те çакна туять. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çăвĕпех картасенче пулнă выльăхсене пĕчĕккĕн витесене кĕртеççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Р.Е.Басников, К.Г.Гимальдинов специалист-эксперт, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ С.А.Васильев хальхинче «Победа», «Урожай», «Рассвет», «Луч», «Труд» хуçалăхсене çитсе курчĕç, вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç.
«Победа» ЯХПК — юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕхпе ăнăçлăрах ĕçлеме тăрăшакан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта çак енĕпе чылай ĕç тунă, малалла та ĕçлес тĕллевлĕ. Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ, мĕн вăй çитернĕ таран витесенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Малашне те кунта выльăх шутне сыхласа хăварас, май килнĕ таран ÿстерме те тăрăшас шутлă.
«Урожай» колхоз — районта выльăх-чĕрлĕх чи йышлă тытакан хуçалăх. Кунта сăвакан ĕнесем çеç 200 пуç ытла. Маларахри çулсенче фермăра апат парассине механизацилемен пулнă. Апата вĕтетсе хатĕрлекен ятарлă техника туяннă хыççăн витесене шалтан реконструкцилеме тивнĕ. Халĕ кунта ĕнесем кăкарчăксăр тăраççĕ, апата тракторпа валеçеççĕ. Çакă ĕçе чылай çăмăллатма май панă. Хуçалăхра выльăх апачĕ çителĕ-клĕ хатĕрленĕ. Фермăра ытти юсав ĕçĕсем те чылай тунă.
Выльăх-чĕрлĕх отрасельне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлекен хуçалăх вăл — «Рассвет» ЯХПК. Унăн ертÿçи те, специалисчĕсем те ĕнесем, вăкăрсем ытларах продукци паччăр, пăрусем тĕреклĕ те ырă-сывă ÿсчĕр тесе вĕсене кирлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Ĕçленине кура палăрмаллах ÿсĕмсем те пур ял хуçалăх кооперативĕн. Кунта мĕн тунипе çеç çырлахса лармаççĕ, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртмелли çул-йĕр шыраççĕ. Хуçалăхри çĕнĕ ĕне ферми куçа илĕртет. Унта выльăхсене тăма та ирĕклĕ, хăтлă, çынсене ĕçлеме те кăмăллă. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ П.В.Зверев ферма тăрăх кăтартса çÿрерĕ те, кунта чăннипех те выльăхсем валли хĕл каçма пур услови те пултăр тесе тăрăшни сисĕ- нет.Тĕлĕнмелли тĕслĕх те асăрхарăм. Малалла вулас

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *