Суббота, 7 сентября

Историе хамăр çыратпăр

Историе хамăр çыратпăр

Октябрĕн 15—ноябрĕн 14—мĕшĕсенче иртет. Çырав кăтартăвĕ çĕршыври халăх тата наци йышне, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне пĕлме пулăшать. Çамрăксене мĕнле пулăшу кирлĕ, ăçта çĕнĕ транспорт ямалла, хăш регионта çĕнĕ шкул уçмалла — çак тата ытти ыйтăва хурав парĕ халăх çыравĕ. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕ тăрăх амăшĕн капиталне пама тытăннă. Ыйтусене Чăвашстат ертÿçин заместителĕ Людмила Егорова хуравлать.

— Кăçалхи çырав цифра технологийĕпе усă курса иртет. Кун пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши;
— Çитес çыраври çĕнĕлĕх _ кашни çын «Госуслуги» порталта хăй тĕллĕн çырăнма пултарни. Енчен унта регистрациленнĕ пулсан кăçалхи октябрĕн 15—ноябрĕн 8—мĕшĕсенче анкетăна хăйĕншĕн тата çемье членĕшĕн те çырса тултарма пулать. Çакна интернетпа çыхăнтарнă смартфон, планшет, компьютер урлă та пурнăçлама пулать. Ыйтусене хуравланисене кил хуçалăхĕпе QR-код тата кашни çемье членĕ пирки цифра кодне ярса параççĕ. Ăна сирĕн пата пынă çыруçа кăтартмалла.
Пандеми вăхăтĕнче цифра технологийĕпе усă курни уйрăмах лайăх, вăхăта перекетлет. Онлайн мелпе çырава хутшăннисем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн партнерĕнчен — Сбер ушкăнран парне илме пултараççĕ.
Октябрĕн 18—ноябрĕн 14—мĕшĕсенче çыруçăсем ятарлă программа вырнаçтарнă планшетпа мĕн пур çуртсене çитĕç. Октябрĕн 15—ноябрĕн 14—мĕшĕсенче çырав участокĕсенче, çав шутра НФЦра та, çырăнма май пур.
— Çырава хутшăнмашкăн вăхăт нумай кирлĕ-и;
— Çырав хутĕнче 33 ыйту. Вĕсене çыруçа хуравлама 20 минутран ытла каймасть. Çакă хăвăр, çемье членĕсем, çурт-йĕр условийĕсем пирки каласа пама çителĕклех. Электрон çырав хутне тултарма тата хăвăртрах пулать.
— Вырăс чĕлхине пĕлменнисем çырава мĕнле майпа хутшăнаççĕ;
— Вырăс чĕлхине пĕлменнисем валли çырав хучĕсене 10 чĕлхепе хатĕрленĕ, çав шутра чă-вашла та. Электрон çырав хутне чăвашла çырса тултарма та май пур.
— Пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕн пĕлменни час-часах сиксе тухать. Ăçтан хурав илме май пур;
— Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе «хĕрÿ лини» ĕçлеме пуçланă. Куллен 9.00—21.00 сехетсенче 8-800-707-20-20 тÿлевсĕр номерпе çыравпа çыхăннă кирек мĕнле ыйту пама юрать. «Хĕрÿ лини» 2021 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕччен ĕçлет.
— Чăваш Енре пĕлтерĕшлĕ мероприятие тытăнма хатĕр-и;
—Çырава хатĕрленнĕ май республикăра урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене çырнисене çĕнетнĕ. Çыруçă кирлĕ çурта шыраса вăхăта сая ямасть кун пек. Октябрь пуçламăшĕнче вара çуртсене тепĕр хутчен тĕрĕсленĕ. Çĕннисене списока кĕртнĕ, пăснисене кăларнă. Республикăра 370 çырав участокĕ, кашнинчех контролерсем ĕçлĕç. Чăваш Енре 2,5 çыруçă кирлĕ пулать. Çак тапхăрта аслă шкулсенчи студентсем те хăйсен ирĕкĕпе çыруçăра вăй хума килĕшнĕ. Вăхăтлăх ĕçе 18 çул тултарнă, яваплă, пултаруллă, планшет компьютерĕпе усă курма пĕлекен Раççей гражданĕсене йышăннă. Вĕсене вĕрентсе хатĕрленĕ.
— Çыруçăпа ултавçа мĕнле уйăрса илмелле-ши;
— Çыруçа «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ» логотиплă ятарлă жилетпа, шарфпа, портфельпе, тĕттĕмре ĕçлеме хунарпа тивĕçтерĕç. Кашнин пĕрле паспорт тата удостоверени пулĕ. Çыруçă респондентсенчен документ ыйтмасть, телефон урлă ыйтса пĕлмест, çын хуравĕсене çийĕнчех планшета кĕртсе пырать.
— Пуçтарнă информацие хÿтĕлессипе мĕнле мерăсем йышăнма палăртнă;
— Планшетра, «Госуслуги» порталта хурав- сем ятсăр пулĕç. Мĕн пур сведение хÿтĕленĕ, ăна Росстат серверне ятарлă хăрушсăр каналпа ярса парĕç.
— Ачасем хăйсем тĕллĕн çырава хутшăнма пултараççĕ-ши;
—14 çул тултарнисен çыруçă ыйтăвĕсене хуравлама ирĕк пур. Кĕçĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ е опекун пĕлтерĕç.
— Çырав кăтартăвĕсем хăçан паллă пулĕç;
— Малтанхи кăтартусене Росстат 2022 çулхи апрельте пичетлесе кăлармалла, ыттисене _ 2022 çул вĕçĕнче. 2021 çулхи цифра çыравĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕ _ BI-платформа. Кăмăл тăвакансем çак тытăмпа усă курма, кăсăклантаракан ыйтăва уçăмлатма пултараççĕ. Çыравăн микрокăтартăвĕсем пуриншĕн те уçă пулĕç.
Çакна палăртмалла: çырав — статистика тĕпчевĕ кăна мар, пирĕн республикăн, çĕршывăн историйĕ те. Эпир те унта тÿпе хыватпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *