Полици ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ — шанса панă территорири йĕркелĕхе сыхласси. Кашни çыннах хăй пурăнакан вырăнта хăрамасăр урам тăрăх çÿреме, лайăх мар лару-тăрăва лексен право сыхлавĕн органĕсем çине шанма пултарсан, çакă шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынине, ума лартнă тĕллевсенчен пăрăнмасăр малалла талпăннине çирĕплетет. Çак кунĕ- сенсе районти полици ĕçченĕсем 9 уйăхра туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Коронавируса пула канашлăва вакцинаци витĕр тухнă пай ертÿçисем анчах хутшăннă. Районти право лару-тăрăвĕпе пире РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин паллаштарчĕ.
— Ринат Семигуллович, полици ĕçченĕсем пурнăçланă ĕçсене пăхса тухса кварталта пĕрре пĕтĕмлетÿсем тунине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Паянхи лару-тăрăва мĕнле хаклама пултаратăр;
— Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн уйрăм Елчĕк тата Комсомольски районĕсемпе пурĕ 3779 заявлени ?пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,6 процент ытларах/ регистрациленĕ. Преступленисен шучĕ 9,6 процент чухлĕ ÿснĕ, çав шутра Комсомольски районĕнче 3,2 процент чухлĕ ытларах преступлени тунă. Çын пурлăхне вăрланă тĕслĕхсем нумай. Информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă преступленисен шучĕ пысăк. Халăха асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, чылайăшĕ преступниксем шăнкăравласан çухалса каяççĕ, юлашки укçине те мошенниксене куçарса параççĕ. Ял тăрăхĕсемпе пăхас пулсан, Элпуç, Аслă Çĕрпÿел тата Шурут ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ÿснĕ, ытти ял тăрăхĕсемпе кăтартусем е чакнă, е çав шайрах юлнă. Преступленисенчен ытларахăшĕ ?58,1 процент/ _ йывăр маррисем. Шел пулин те, кăçал пурĕ икĕ районĕпе йывăр тата уйрăмах йывăр 16 преступление те регистрациленĕ, çав шутра çын вĕлерни ?3 тĕслĕх/, улталани ?5/, вăрлани ?3/, суя укçапа усă курни ?2/, çын пурлăхне харпăрлăх туни ?1/, çынна асаплантарни ?1/, юри панкрута тухни ?1/. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çакăн евĕр 3 тĕслĕх çеç пулнă. Çак преступленисен 90 процентне уçса панă.
— Полици ĕçченĕсем тунă преступленисене уçса парас енĕпе çеç ĕçлемеççĕ, профилактика çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе районта ĕçсем мĕнле пыраççĕ;
— Профилактика çинчен калас пулсан, превентивлă преступленисене тупса палăртасси çинче чарăнса тăрас килет. Çакăн пеккисене икĕ районĕпе пурĕ 65 тĕслĕх, çав шутра Комсомольски районĕнче _ 41, регистрациленĕ. Кунта вĕлерессипе хăратни, асаплантарни, хĕнени çинчен сăмах пырать. Профилактика тытăмĕнче ытларах тĕслĕх административлă йĕркене пăснипе çыхăннă. Пурĕ кăçал 61 административлă протокол çырнă, вĕсенчен 49-шне судра пăхса тухнă та ĕнтĕ.
_ Полици уйрăмне преступлени туни çинчен кам та пулин пĕлтерсен, ăна тĕпчесе уçса парасси çине çийĕнчех тимлĕх уйăрни паха. Следовательсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн калама пултаратăр